Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЛАУРЕАТСЕМ - УЧИТЕЛЬСЕМ

     Ырă хыпар çитрĕ: Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти математика учителĕ Вера Михайловна Гурьева тата физика учителĕ Вера Васильевна Краснова физикăпа математика учителĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн 2009 çулхи лауреачĕсем пулса тăнă. Вĕсене «физикăпа математикăна вĕрентес енĕпе уйрăмах паллă тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн» премипе чысланă.

Дмитрий Зиминăн «Династия» фончĕ çак конкурса улттăмĕш хут ирттернĕ. Эксперт комиссийĕ Раççейри чи маттуртарах 500 учителе суйласа илнĕ.

Пĕтĕм Раççейри çак конкурсăн тĕллевĕ - пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта физикăпа математикăна чаплăрах вĕрентекенсене палăртасси, учительсен профессилле çыхăнăвĕсене вăйлатса-анлăлатса пырасси, вĕсен пултарулăхне аслă шкулсемпе, наука обществипе пĕрле аталантарасси. Ку çулхине конкурс виçĕ номинаципе иртнĕ: «Çамрăк учитель», «Учитель, ху евĕрлĕ Учитель вĕрентсе ÿстер», «Пулас ученăйсен наставникĕ». 1-мĕш номинаципе 70-ĕн лауреат пулса тăнă. Шкулта вĕсем анчахрах ĕçлеме пуçланă, анчах методика тĕлĕшĕнчен тухăçлă эффективлăхпа палăрма пултарнă. 2-мĕш номинацире 30-ăн çĕнтернĕ. Кусен ячĕсене «Династия» фондăн лауреачĕсем - çамрăк ученăйсем, аспирантсем, студентсем палăртнă. Вĕсем, теорилле физикăна аталантарма хăйсем хастар хутшăннăскерсем, унччен конкурссен хĕлĕх али витĕр тухнă.

Шкулти учительсен чи массăллă конкурсĕ яланхиллех 3-мĕш номинаципе иртнĕ. Хальхинче 397-ĕн лауреат ятне тивĕçнĕ. Çав шутра вун иккĕшĕ - Чăваш Республикинчен. Иккĕшĕ, каларăмăр, пирĕн Вăрнартан. Калас-тăк, «Пулас ученăйсен наставникĕ» - тĕллĕн хăйне евĕр конкурс. Унта хутшăнса çĕнтерме анкета çырма тата заявка тăратма кирлĕ мар. Учитель хăйĕн предмечĕпе палăрни мала тухать. Ку конкурсăн лауреачĕсене учениксем - аслă шкулсене кĕме пултарнисем палăртаççĕ. Аслă шкулсенчи кĕçĕн курссенче вĕренекен студентсен кăмăлне пĕлме пĕтĕм çĕршывĕпех ыйту-хурав ирттернĕ. Шкулти чи лайăх преподавателĕсене астуса 50.000 студент анкета çырнă. Вĕсем тăрăх ячĕсем чи нумайрах хутчен тухнисем вара лауреат пулса тăнă. Физикăпа математикăна вĕсем Раççейри 70 регионта вĕрентеççĕ. Хĕрĕх пилĕк проценчĕ ялсемпе пĕчĕк хуласенче ĕçлеççĕ.

Грантпа пирĕн лауреатсем 35 пин тенкĕ илеççĕ. Лауреат дипломĕсемпе наградисене чаплă лару-тăрура, учительсен конференцийĕсенче параççĕ. Вăл Мускав облаçĕнчи Московский поселокра июнĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 2-мĕшĕ таран ĕçлет. Расхутсем - пĕтĕмпех «Династия» фонд шутĕнчен.

Сăмах май каласан, Вера Михайловна Гурьева анчах-ха Г.Н.Волков академик ячĕпе хисепленекен пĕтĕм тĕнчери преми лауреачĕ пулса тăни çинчен хаçатра эпĕ каласа кăтартнăччĕ («Ç.ç.», 52-53 №). Районăн çĕнĕ лауреачĕсене татах та ăнăçусем сунса ăшшăн саламлас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 мая 2009
00:00
Поделиться
;