Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Шанчăк» телефонĕсем ĕçлеççĕ

      шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн штаб пуçлăхĕ милици подполковникĕ

 

 

  Граждансем милици ĕçченĕсене преступленисене уçса пама пулăшас тĕллевпе, хăйсем курнă киревсĕрлĕхсем çинчен анонимлă майпа пĕлтерме е ытти тĕрĕсмарлăхсене татса пама «шанчăк телефонĕпе» шăнкăравлама пултараççĕ.

Шалти ĕçсен Чăваш енри министерствин кăçалхи апрелĕн 29-мĕшĕнчи хушăвĕпе, акă, «шанчăк» телефонĕн ĕç йĕркине палăртса Инструкци çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, министерствăн çак подразделенийĕсенче «шанчăк» телефонĕсем пĕрмаях ĕçлессине йĕркеленĕ: дежурнăй чаçре - 30-66-55, ГИБДД управленийĕнче - 62-50-30, экономикăри преступленисемпе кĕрешекен управленинче - 30-68-03, личный составпа ĕçлекен инспекцире - 30-61-24 номерсемпе.

Шалти ĕçсен Чăваш енри министерствин органĕсемпе подразделенийĕсен ытти номерĕсене «шанчăк» телефонĕ вырăнне усă курма юрамасть, çав шутра унччен шалти ĕçсен пайĕсем çумĕнче çирĕплетнисемпе те.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 мая 2009
00:00
Поделиться
;