Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăста кадрсем - аграри бизнесĕн ăнăçăвĕ

Çак ятпа эрнекун Вăрнарти 29-мĕш училищĕре çавра сĕтел иртрĕ. Республикăри Ял хуçалăхĕпе Вĕрентÿ министерствин представителĕсем, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн, пуçламăш професси тата вăтам специальность паракан вĕрентÿ заведенийĕсен представителĕсем тĕнчери кризис условийĕсенче ял хуçалăхĕ валли ăсталăхлă кадрсем хатĕрлес, вĕсене ĕçе вырнаçтарас ыйтусене пăхса тухрĕç.

Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕн пайĕн специалист-эксперчĕ Татьяна Минеева пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл вĕрентĕве 2040 çулччен аталантарас концепцие тĕпе хывса ĕç-хĕлĕн мĕнпур направленийĕпе, специалистсем хатĕрлессипе класторлă ушкăнсем йĕркелемеллине, тухса тăракан ыйтусене татса парассипе вĕрентÿ учрежденийĕсен пĕрлешсе ĕçлемеллине палăртрĕ.

Республикăри пуçламăш, вăтам професси паракан заведенисем, аслă шкулсем паян ял хуçалăхĕ валли вуншар тĕрлĕ специалистсем хатĕрлесе кăлараççĕ. Социаллă партнерсемпе килĕшÿсем тăрăх ĕçлесси йăлана кĕнĕ. Анчах та вĕренсе тухакансене ĕçпе тивĕçтересси çав-çавах çивĕч тăрать-ха. Май уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне акă, професси училищисемпе кăна илсен, малтанхи прогнозссемпе 618 выпускникран 339-шĕ ĕçлĕ пулĕç. 14,7 проценчĕ малалла пĕлĕве ÿстерĕ, икĕ проценчĕн ĕçсĕр юлас шанăç пур. Пăхсан пысăк цифра та мар пек, анчах та паян ĕç рынокĕн требованийĕсем те пысăк. Çавăнпах ĕнтĕ хăш-пĕр аслă шкулсем, студентсен шухăшне шута хурса,  хушма рабочи профессийĕсене алла илме май параççĕ. Нумайăшĕнче ĕçе вырнаçтарас центресем туса хунă.

Çарва сĕтеле хутшăнакансем аграри секторĕ валли специалистсем хатĕрлес ĕçе çĕнетесси, ял хуçалăх отраслĕнче социаллă партнерствăна паянхи шайра аталантарасси, ресурс центрĕсен никĕсĕ çинче шкулта вĕренекенсемпе профориентаци ĕçне йĕркелесси тата ытти пирки те калаçрĕç. Вăрнарти 29-мĕш професси училищин директорĕ Николай Васильев ресурс центрĕн условийĕсенче агропромышленность комплексĕ валли рабочи кадрĕсем хатĕрлессипе мĕнле çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртни пирки каласа кăтартрĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
27 мая 2009
00:00
Поделиться
;