Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асăрхăр - ачасем!

шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн  ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ милици капитанĕ

 

 

Шалти ĕçсен Чăваш енри министерствин Патшалăх автоинспекцийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, кăçал республикăра ачасем хутшăннипе çул çинче 42 инкек çырăннă, вĕсенче икĕ ача вилнĕ, 43-шĕ суранланнă. Инкексен пĕтĕмĕшле шутĕнчен 13-шĕ  ачасен хăйсен айăпĕпе пулса иртнĕ. Районта çак тапхăрта çакнашкал пĕр инкек регистрациленнĕ, унăн ÿт-пĕвĕ сиенленнĕ. Çавăнпа та вĕренекенсемпе ача сачĕсене çÿрекенсем çул çинче суранланассине асăрхаттарас, çуллахи каникулсем пуçланас умĕн çул-йĕр правилисене тепĕр хутчен аса илтерес тĕллевпе республикăра май уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 14-мĕшĕччен «Асăрхăр - ачасем!» профилактика операцийĕ иртет.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Ачасене тавралла сăнама вĕрентĕр. Урамра пĕрле пынă чух кашни самантпа усă курса çул урлă каçма, обществăлла транспортра хăйсене тĕрĕс тытма хăнăхтарăр. Çул урлă каçнă чух ан васкăр. Автомашинăсем чупакан çул çине тухсан калаçма пăрахăр - ача тимлĕ пулмаллине пĕлтĕр. «Çул урлă каçмалли вырăн» паллă пирки нихăçан та ан манăр. Ача çак тата ытти çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăннине тĕрĕслесе тăрăр.

Хисеплĕ водительсем! Шкулсем çывăхĕнчен иртнĕ чух, çул урлă каçмалли вырăнсенче хăвăртлăха чакарма ан манăр. Аварисене, инкексене асăрхаттарасси чи малтанах сирĕнтен килет,  дисциплина тата пысăк ăсталăх  пĕчĕккисен пурнăçне сыхласа хăварма пултарать.

Кашниннех асра тытмалла: сирĕн çул çинчи хăрушсăрлăх правилăсене тĕрĕс пăхăннинчен килет. Хăвăр ырă тĕслĕх кăтартса ачасене те вĕсене пăхăнма вĕрентĕр.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
27 мая 2009
00:00
Поделиться
;