Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Шырав» ушкăн тытса чарнă

Май уйăхĕн 24-мĕшĕнче, вырсарникун, шалти ĕçсен районти пайĕн «Шырав» ушкăнĕ  усал шухăш тытнă çынсене  каллех киревсĕр ĕçе пурнăçлама  паман. Хальхинче - Анаткас Хапăс ялĕнче. 22 сехет иртсен милици сотрудникĕсем тăватă михĕ хунă тачка тĕксе пыракан икĕ арçынна тытса чарнă. Михĕсене ыраш тултарнă пулнă. Оперативлă шырав ĕçĕсене ирттернĕ май, ку ыраша Б.-н хуçалăхĕнчи мунча сенĕкĕнчен ирĕклĕнех вăрлани палăрнă.

Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче 20 сехет тĕлĕнче «Йĕпреç- Вăрнар» автоçул çинче, Вăрнар поселокĕнчен инçех мар, авари пулса иртнĕ. ВАЗ-2108 автомашинăна тытса пыракан К.  ГАЗ-2217 машинăна  хăйĕнчен ирттерсе яман. Икĕ автомашина пĕр-пĕринпе сĕртĕннипе водительсем руле тытса чарайман, кюветалла чăмнă. Г. пассажирпа К. водителе тĕрлĕ сурансемпе больницăна çитернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 мая 2009
00:00
Поделиться
;