Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юлашки шăнкăрав йĕркелерĕ уяв

Иртнĕ шăматкун районти шкулсенчен 11-мĕш класран вĕренсе тухакан 272 хĕрпе каччăшăн юлашки урока чĕнсе йĕс шăнкăрав янăрарĕ. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакансене район администрацийĕн представителĕсем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем саламларĕç.

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта пĕр вăхăтрах савăнăçлă та хумхануллă лару-тăру хуçаланчĕ. Шкул формисем тăхăннă, шурă саппунсем çакнă, чăлт шурă бантиксемпе ялкăшакан хĕрсемпе шукăль костюмсемлĕ каччăсем класс ертÿçисемпе пĕрле хĕрсе тем сÿтсе яваççĕ. Калаçура уяв, экзамен, университет-институт... сăмахсем ытларах илтĕнкелерĕç.

Савăнăçлă линейкăна Маргарита Матвеева директор уçрĕ. Саламланипе пĕрлех вăл вĕренÿ çулĕн ÿсĕм-çитĕнĕвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ, ĕçпе, вĕренÿпе тăван шкул чысне çĕклеме пулăшнăшăн педколлектива, ачасене тав турĕ.

2-мĕш шкул вĕрентÿ тытăмĕн çĕнĕлĕхĕсене малтисен йышĕпе пурнăçа кĕртсе пычĕ. Кунта пĕлÿ илекенсем çулсерен районти, республикăри конкурс-олимпиадăсенче мала тухаççĕ. Ахальтен-и, уявра вун-вун ача Хисеп грамотисемпе дипломсене тивĕç пулчĕ. Уйрăмах вунпĕрмĕш класран тухакансем хăшĕсем харăсах темиçешер  грамота илчĕç. Шкул тата спорт пурнăçне активлă хутшăннисем, çавăн пекех çитĕнекен ăрăва пĕлÿ парас ĕçре çĕнĕлĕхсемпе усă курнăшăн, олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисене хатĕрленĕшĕн вĕрентекенсем те хисепе тивĕçрĕç.

Асăннă шкул çулсерен медалистсем йышлă кăларнипе те мухтанма пултарать. Кăçал акă 50 ачаран ылтăна туртакансем пиллĕкĕн: Анна Носова, Маргарита Ильина, Лена Артемьева, Катя Романова, Наташа Романова.

- Умра - çĕнĕ та аслă пурнăçа илĕртекен анлă çул. Ун тăрăх хăвăрăн, тăван шкул, район, Тăван çĕршыв чысне çухатмасăр, тĕрĕслĕхе мала хурса тĕллĕвлĕн утмалла пултăрччĕ сирĕн. Анчах та кирек ăçта, кирек хăçан та тăван шкула, учительсене манса ан кайăр, - мĕнпур учитель ячĕпе хушса каларĕ Маргарита Климентьевна.

Салам сăмахĕсем, чечексем, парнесем... Вунпĕрмĕшсем кĕçĕннисем умĕпе мăнаçлăн утса иртрĕç, хыççăн чукун çул вокзалĕ çывăхĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнманнисене халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 мая 2009
00:00
Поделиться
;