Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Зарницăпа» «Орленок» - чи маттуррисен вăййисем

«Ласточка» кану центрĕ çывăхĕнчи уçланкăра «шăтса» ларнă çар хули шкул ачисене ку вăйăсене кăçал 41-мĕш хут пуçтарчĕ. Уй-хир условийĕсенчи виçĕ кун çав тери тулăх, усăллă, ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ.

Тÿрех каламалла, ытти çулхисемпе танлаштарсан, кăçал конкурсен шучĕ ытларах пулчĕ, пĕтĕмĕшле вунçиччĕ. Командăсем тăван ен историне шĕкĕлчерĕç, право ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, çул-йĕр правилисене пĕлессипе тупăшрĕç, пирвайхи медицина пулăшăвĕ парассине кăтартрĕç, стройпа утрĕç, алă вăйне виçрĕç тата ыт.те, «Геройсемпе танлашатпăр», «Военно-прикладное многоборье», «Малалла, çамрăк армеецсем», çар листокĕсен тата ытти конкурссем те пысăк активлăхпа иртрĕç.

 Район администрацийĕн вĕрентÿ тата социаллă аталану  пайĕсен, тĕп больницăн, шалти ĕçсен пайĕн, çар комиссариачĕн, ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕпе спорт шкулĕн ĕçченĕсен те канма вăхăт пулмарĕ, вĕсем конкурссем, тупăшусем йĕркелесе пĕтĕмлетÿсем туса пычĕç.

Çар-спорт вăййисене çулсеренех улшăнмасрă хутшăнакан ачасене курма кăмăллă пулчĕ, çавăнпах ĕнтĕ ку командăсем конкурссенче те ытларах палăрни курăнчĕ. 41-мĕш вăйăсене пĕтĕмлетнĕ май, акă, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш тата Калининăри вăтам шкул командисем пуринчен Хисеп грамотисене пуринчен нумай, кашни конкурсшăнах тенĕ пек, тивĕçрĕç. Пĕтĕмĕшле илес-тĕк, ытти шкулсем те вĕсен çитĕнĕвĕсем патне туртăнчĕç. Уйрăмшар тупăшура грамотăсăр юлнă шкул пулмарĕ.

Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе вара «Зарница» çĕнтерÿçи Калининăри вăтам шкул команди пулса тăчĕ, Хирпуçĕнчи шкул - иккĕмĕш, Кĕçĕн Кипекри шкул виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

«Орленок» çĕнтерÿçи - Вăрнарти 2-мĕш шкул. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Вăрнарти 1-мĕш тата Калининăри шкулсем.

Çĕнтерÿçĕсем район чысне республикăра хÿтĕлĕç.

Кунсăр пуçне, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул çумĕнчи «Патриот» клуб - хăйĕн ушкăнĕнче республикăри çар-спорт вăййисен пĕлтĕрхи çĕнтерÿçи - спортăн çар-прикладной тата техника тĕсĕсемпе республика чысне шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри спартакиадинче хÿтĕлеме хатĕрленет. Вăл июльте Хусан хулинче иртмелле.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
27 мая 2009
00:00
Поделиться
;