Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕр ĕçченне ал ăстисем те мухтарĕç

   Иртнĕ шăматкун районта икĕ пысăк уяв иртрĕ. Çĕр ĕçченĕсем Акапа Суха туйне паллă турĕç, химиксем хăйсен профессилле уявне кĕтсе илчĕç.

 

Акатуй программине кĕртнĕ çĕнĕлĕх уява пуçтарăннă мĕнпур халăха тыткăнларĕ. Аваллăха çапла пĕр вырăна «пуçтарма», паллах, çăмăл мар, анчах та ял поселенийĕсенче вăй хуракансем, культура ĕçченĕсем историе  каялла тавăрма, чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçне туллин кăтартма пултарчĕç.

Халăх ăстисен хули культурăпа кану центрĕ çумĕнче сарăлчĕ. Чăваш тумне тăхăннă ал ăстисем мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕрки манăçманнине çирĕплетеççĕ. Кунта вĕсем ăсталанă, йăлара усă курнă япаласем вырăн тупнă, ăстасем вырăнтан мĕнпур халăх умĕнче, хĕрсе тĕрĕ тĕрлерĕç, çип арларĕç, пир тĕртрĕç, тырă авăртрĕç, çăматă йăваларĕç, йывăç касса кăларчĕç, карçынккасем çыхрĕç, шăхличĕсем ăсталарĕç, чăн чăваш сăрипе, чăвашсен апат-çимĕçĕпе сăйларĕç тата ыт. те.

Çакна та палăртма кăмăллă. Ылтăн алăллă çынсем хушшинче çамрăксем те пулчĕç. Шĕнер Ишекри 18 çулхи Борис Кориковăн авса çыхнă креслисемпе сĕтелĕсем акă пурне те тыткăнларĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл декоративлă-прикладной искусство ăстисем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Аçăмçырминчи С.Данилова, тухясем ăсталаканскер, - иккĕмĕш, Малти Ишекри карçынккасем çыхакан А.Тимофеев виççĕмĕш вырăнсенче. Ял поселенийĕсем хушшинче калининăсен, кĕçĕн-кипексен тата мăн-явăшсен палаткисем аваллăха туллинрех, витĕмлĕрех сăнланине палăртрĕç.

 

Пултаруллисене - чыс-хисеп

 

Культурăпа кану паркĕн тĕп сцени çывăхĕнчи уçланкăра вара чăваш хĕрĕсем вăйă карти йĕркелерĕç, культура ĕçченĕсен пĕрлехи хорĕ çĕр ĕçченне мухтаса юрă шăрантарчĕ. Чăваш хресченĕ асаттесен йăлипе тырă акма тухиччен çĕре пуç çапрĕ, кунтăк йăтса уя тухрĕ...

Уяв сценине кĕçех районăн мĕнпур производство отраслĕнче, социаллă сферăра тимлекенсем - пуринчен  кăтартуллă ĕçлекенсем - йышăнчĕç. Уява уçнă май, район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Борисов кăçал аграрисем çуракие ăнăçлă вĕçленине палăртрĕ. Уй-хирсене пăхса çаврăннă хыççăн уйрăм хуçалăхсенче вĕсем куç тулли савăнăç кÿнине каларĕ. Ырă тĕслĕхлисем хушшинче «Санары», К.Маркс ячĕллĕ, «Победа», «Луч», «Янгорчино», «Хорнзор» хуçалăхсен ячĕсем янăрарĕç. Александр Николаевич фермер хуçалăхĕсене те асăнмасăр хăвармарĕ, вĕсем пушă çĕрсене çаврăнăша кĕртсе çав тери пархатарлă ĕç тунине палăртрĕ. Уйрăм ăшă сăмах, паллах, - Вăрнарти аш-какай комбинатне. Агрохолдинг паян кăлпасси продукцийĕ кăларассипе кăна мар, çĕр ĕçĕпе те хастар тимлет. Паян вăл 8 пин ытла гектар çинче тырă-пулă, çĕр улми туса илет, çакă вăл районти мĕнпур пусă çаврăнăшĕн 30-а яхăн проценчĕ.

Çĕр ĕçченĕсене парка çитĕнекен калчасене упраса тыр-пула çухатусăр пуçтарса илме, тулли кĕлетсемпе çĕр улми пуссисем сунса Александр Борисов производство передовикĕсене районăн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Уй-хир ĕçченĕсем, механизаторсем, вĕрентекенсем, сывлăх сыхлавĕнче, суту-илÿре тимлекенсем тата ыт. те тивĕçрĕç хаклă хута.

Вăл йышра пирĕн ĕçтеш - типографире тимлекен Лина Тимофеева печатник та пулчĕ.

Пĕрлешсе ĕçленĕшĕн хуçалăх ертÿçисене, ял поселенийĕсене, ытти организацисене Чăваш ял хуçалăх банкĕн Вăрнарти уйрăмĕн, Канашри  Перекет банкĕн Вăрнарти хушма офисĕн ертÿçисем Ирина Кошкинапа Надежда Григорьева парнесемпе хавхалантарчĕç. Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ района парне, спортсменсене, вĕренекенсене грамотăсем кÿчĕ.

 

Пирĕн тыр-пул тухăçлăхĕпе Украинăна хăвалать

 

Кĕçех уява район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин ертсе пынипе пысăк хăнасем - Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн ертÿçи Анатолий Шарапов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн председателĕ Владимир Федоров, Украинăри Золотоноша районĕн делегацийĕ, килсе çитрĕç. Ĕç кунĕ вĕсен ир-ирех пуçланнă, вĕсем район уй-хирĕсене çитсе курнă, калчасен çитĕнеслĕхĕпе паллашнă. Хыççăн «Химик» стадионра пыракан химиксен уявне хутшăнса районти ертсе пыракан предприяти - «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн - ĕçченĕсене саламланă.

Çĕр ĕç искусстви ăруран ăрăва куçнине символне ăнлантарса ĕç ветеранĕ, РФ Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 30 çул ытла ял хуçалăх предприятийĕн пуçĕнче тăнă А.Ильин çăкăрпа тăвара паянхи ăрăва - аш-какай комбиначĕн директорĕн çумне Н.Аливанова - тыттарчĕ. Шăпăрăн илемĕ сассин янăравĕпе сумлă хăнасем сценăна йышăнчĕç.

Анатолий Кузьмин хăй сăмахĕнче çак уяв çĕр ĕçченĕсене çеç мар, производствăн мĕнпур отрасльне, социаллă сферăна пĕрлештернине палăртрĕ, пурне те тав турĕ.

- Паян эпир уй-хирте пулса калчасем парка çитĕннине пăхса савăнтăмăр, йĕркеллĕ пулсан тыр-пул тухăçĕпе пĕлтĕрхинчен те ытларах тупăш кÿрĕ, -  кăмăллăн пĕлтерчĕ ЧР Президент Администрацийĕн ертÿçи Анатолий Шарапов. - Тыр-пул тухăçĕпе кĕçех эпир Украина кăтартăвĕсене хăваласа çитĕпĕр. Çакă пĕтĕмпех эпир çĕр ĕçне çĕнĕ технологисем кĕртсе пынипе, пĕтĕм чуна хывнипе пулса пырать, ку - пирĕн пĕрлехи тивĕç...

Вăрнар халăхне вăл Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров çак уявпа пысăк салам, чĕререн тав янине пĕлтерчĕ, виçĕ механизатора - «Янгорчино» хуçалăхри Леонид Леонидова, аш-какай комбиначĕн ĕçченĕсене Валерий Николаева тата Валерьян Филиппова - Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Украинăри Черкас облаçĕн Золотоноша район патшалăх администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Буркацкий чăваш тата украинцсен хуçалăхĕсем хушшинче туслăх епле йĕркеленнине аса илчĕ. Юлашки вăхăтра улшăнусем чылай пулчĕç, ăрусем улшăнчĕç, çĕнĕ пуçлăхсем килчĕç пулин те ĕçлĕ çыхăнусем  татăлманнине кăмăллăн пĕлтерчĕ вăл. Аякран килнĕ делегаци района çавра çăкăр тата икона парнелерĕ.

Хыççăн сценăна культура ĕçченĕсем йышăнчĕç. Çĕр ĕçченне мухтаса вĕсем 80-а яхăн номер хатĕрленĕ. Пĕр вăхăтрах паркра спорт мероприятийĕсем иртрĕç, çамрăксем волейбол выляса, алă вăйне виçсе, канат туртса, шăчăпа утса тупăшрĕç. «Химик» стадионта вара «Акатуй» парнишĕн финалта футболистсем тупăшрĕç. Вăл çав тери çивĕч иртрĕ. «Янгорчино» командăна 2:1 шутпа парăнтарса кăçалхи çĕнтерÿçĕ «Химик» (аслисем) команда пулса тăчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 июня 2009
00:00
Поделиться
;