Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çулăм ырă, çав вăхăтрах усал

     Библиотекăн ача-пăча литературин пайĕн чи хаклă хăнисем - пĕчĕк вулакансем. Шăпах та вĕсене валли кунта ырăлăх, тимлĕх, ăнланулăх хуçаланать. Мĕншĕн тесен ачалăх вăл  - асамлă вăхăт, кашни кунах кĕçĕннисемшĕн çĕнни, хальччен пĕлменнни уçăлать. Библиотека вара ачасене çак вĕсемшĕн çăмăл мар ĕçре пуренлĕн пулăшать.

Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун тĕлне, акă, районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин пайĕнче Р.Ракова библиотекарь «Пусть всегда буду я» ятпа кĕнекесен куравне хатĕрленĕ. Çавăн пекех кунта Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн инструкторĕпе Н.Ефимовапа тĕл пулу иртнĕ. Вăл кĕçĕн шкул ÿсĕмĕнчи вĕренекенсемпе «Пĕчĕккисене - çулăм тата пушар çинчен» темăпа калаçнă. Ачасем «Çулăм ырă, çулăм усал» конкурса хастар хутшăнса пылак парнесене тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 июня 2009
00:00
Поделиться
;