Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç вĕçленчĕ пур уйра - савăнар Акатуйра

     Районти чылай хуçалăхра çурхи ака-суха ĕçĕсенче тăрăшса пурнăçланă хыççăн Ĕçпе юрă уявне ирттересси йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть акă Акатуй Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра иртрĕ. Уява савăнăçлă лару-тăрура райадминистрацин ял хуçалăхĕпе  экологи пайĕн тĕп инженерĕ Вячеслав Никифоров уçрĕ, кооператив ĕçченĕсем Акатуя пысăк кăтартусемпе кĕтсе илнине палăртрĕ. Курăмлă ĕçшĕн кооператив районăн Хисеп грамотине тивĕçнине Вячеслав Петрович мĕн пур кăмăлтан пĕлтерчĕ.

Хуçалăх тилхепине тытса пыракан Валерий Шумилов Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнчи задачăсене пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăрнине, хресченĕн ирĕн-каçăн хура тар тăкнă хыççăн тулли кăмăлпа савăнма сăлтавĕ пуррине каларĕ. Пултаруллă пулнăшăн парне парса хавхалантарчĕ. Хуçалăхра вăй хуракансене Раççей ял хуçалăх банкĕн Вăрнар районĕнчи филиалăн уйрăмĕн Ирина Кошкина, «Мураты» кооператив ертÿçи Геннадий Спиридонов тата ыттисем те саламларĕç.

Ĕçпе юрă уявĕн илемĕ - спорт мероприятийĕсем. Ял çыннисем волейболла выляссипе, кире пуканĕсем йăтассипе, кĕрешессипе тата ытти енпе тупăшрĕç.

* * *

  Мăн асаттесен ырă йăлине «Санары» агрофирмăра та асра тытаççĕ. Акатуя халăх йышлăн пухăнчĕ. Пурте агрофирма ĕçченĕсене, çăкăр-тăвар сĕтел çинчен ан татăлтăр тесе мĕн пур вăйран тăрăшакансене, чыс тума килнĕ. Роберт Петров ертÿçĕ тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 705 гектар акнине, çĕр улмие 132 гектар лартнине каларĕ, маттур пулнăшăн уй-хир ĕçченĕсене тав сăмахĕ каларĕ, преми парса хавхалантарчĕ. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Борисов сăмах илнĕ май  «Санары» агрофирма район агропромышленноç комплексне аталантарассине пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ, хуçалăх çурхи ĕçсене кĕске вăхăтра тата тухăçлă пурнăçланăшăн районăн Хисеп грамотине тивĕçнине пĕлтерчĕ.

Агрофирма «Август» фирмăн филиалĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Зинаида Колотилина технолог хуçалăхра тăрăшакансене Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче тата пысăкрах ÿсĕмсем тума сунчĕ.

Санарпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров та ĕç çыннисене Акатуй ячĕпе ăшшăн саламларĕ.

Уяв программи пуян пулчĕ. Юрă-кĕвĕ аякка юхрĕ. Ял халăхĕ спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 июня 2009
00:00
Поделиться
;