Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аттестаци йĕркине пăснă

Вăрнар район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ юстици советникĕ

 

  Вăрнар район прокуратури патшалăх тата муниципаллă служба тытăмĕнче саккунсене пăхăннине çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Çавна май саккунлăха пăснă тĕслĕхсем районта чакманни курăнать. Акă, кăçалхи виçĕ уйăхра муниципаллă служба çинчен калакан саккунсене пăхăнманшăн ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем ячĕпе тăватă представлени тăратнă. Сăмахран, «РФ-чи муниципаллă служба çинчен» федераллă саккунăн 31-мĕш статйин 4-мĕш пайĕнче палăртнине пăсса, Аçăмçырми ял поселенийĕнче муниципаллă служащисен реестрне ертсе пымалли йĕркене çирĕплетмен.

Ку саккунăн 18-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, муниципаллă служащисене, вĕсем хăйсем йышăнакан должноçе тивĕçлине палăртас тĕллевпе, виçĕ çулта пĕрре аттестаци витĕр кăлармалла. Çак статьян 7-мĕш пайĕнчех муниципаллă служащисен аттестацине ирттересси çинчен калакан положение муниципаллă право акчĕпе (вăл РФ субъекчĕн саккунĕпе çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшсе тăмалла) çирĕплетмеллине палăртнă.

Ярмушка ял поселенийĕн муниципаллă служащийĕсен аттестаци витĕр тухмалли йĕркене поселени пуçлăхĕн пĕлтĕрхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи постановленийĕпе çирĕплетнĕ, ăна ЧР-че муниципаллă служащисен аттестацине ирттересси çинчен калакан Типлă положенипе килĕштерсе хатĕрленĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн, аттестаци комиссийĕн йышне кĕрекен муниципаллă служащин хăй аттестаци витĕр тухнă тапхăрта комиссире ĕçлеме пăрахмалла. Анчах районти хăш-пĕр муниципаллă пĕрлĕхсем пĕлтĕрхи декабрьте ирттернĕ аттестаци комиссийĕсен ларăвĕсен протоколĕсене тишкернĕ май урăхла ÿкерчĕк курăнчĕ - аттестациленекенсем хăйсемех - комисси членĕсем.

Коррупцие хирĕç тăрас енĕпе саккунсене пăснă тĕслĕхсемпе кăçалхи 1-мĕш кварталта прокуратура районти пур 19 поселенин пуçлăхĕсен ячĕпе те представленисем тăратнă. «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелес пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» федераллă саккунра ыйтнине шута илмесĕр, вырăнти администрацисем поселенисен вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсемпе мĕнле ĕçлени пирки депутатсен Пухăвĕсем умĕнче отчетсем туман (бюджета пурнăçланипе çыхăннă отчетсăр пуçне).

 



"Çĕнтерÿ çуле"
03 июня 2009
00:00
Поделиться
;