Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Фестивале хутшăннă

Куç  курманнипе инвалидсен «Çĕнтерÿ салючĕ» халăх пултарулăхĕн фестивальне ирттерессине куç курманнисен  пĕтĕм Раççейри обществин Тĕп правленийĕ 2008 çулта çирĕплетнĕ. Ăна  ку ушкăнри инвалидсен социаллă реабилитацийĕ йĕркипе, вĕсен ăс-хакăл культурине тата пултарулăхне  аталантарас, Раççей халăхĕсем хушшинчи туслăха çирĕплетес,  куç курманнисен проблемисене обществăра вăйлăрах тимлĕх уйăрма хистес тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Фестиваль тăватă тапхăрлă. Пĕрремĕшне вырăнти организацисенче кăçалхи январь уйăхĕччен ирттернĕ, çĕнтерÿçĕсем майăн 21-мĕшĕнче хăйсен пултарулăхне Шупашкарти «Южный» культура çуртĕнче кăтартнă. Жюри членĕсем Хусанти зонăри конкурса хутшăнма чи маттур та ăста коллективсене суйласа илнĕ. Тăваттăмăш тапхăр Мускавра 2010-мĕш çулхи май уйăхĕнче иртет.

Вăрнарти куç курманнисен обществи «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивальтен икĕ Дипломпа тата икĕ Тав çырăвĕпе таврăннă. А.Юдин музыка  руководителĕ ертсе пынипе хатĕрленнĕ коллектив пултарулăхне жюри пысăк хак панă.

Вăрнарти куç курманнисен обществин бюровĕ  А.Юдин музыка ертÿçине, фестивале хутшăннисене, транспортпа тивĕçтернĕшĕн - «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалне, спонсорла пулăшу панăшăн - хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» строительство организацине тата социаллă тивĕçтерÿ  центрĕн пайне тав тăвать.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 июня 2009
00:00
Поделиться
;