Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Химиксен уявĕнче

Хăйсен профессилле уявне химиксем кăçал та пысăк ÿсĕмсемпе кĕтсе илчĕç. Пĕлтĕр акă вĕсем ÿсен-тăрансене химилле майпа хÿтĕлекен хатĕрсене 12 пин тонна ытла кăларнă, кăçалхи тăватă уйăхра - 4 пин тонна ытла.

Хими индустрийĕ - промышленноçа, ял хуçалăхне ăнăçлă аталанма пулăшакан производство никĕсĕсенчен пĕри. «Август» Фирмăн Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ акă ял хуçалăх культурисене хÿтĕлекен препаратсем кăларассипе ăнăçлă тимлет. Унăн прдукцийĕ хамăр çĕршывра кăна мар, ют çĕршывра та тухăçпа саланать. Ку препартасем тыр-пултан пысăк тухăç илме пулăшаççĕ. Китайра уçнă пĕрлехи предприяти производствăна ÿстерсех пырать, Бразилинче «Август» фирăн дочерлă предприятийĕ ĕçлет. Кĕçех Беларусь Республикинче çĕнĕ завод уçăлĕ.

Вăрнарти хутăш препартасен завочĕ ял хуçалăхĕ валли кирлĕ мĕнпур пестицидсене  хатĕрлесе кăларать. Çулсерен çĕнелсе пыракан технологисем, оборудовани, пахалăх, ассортимент пуянлăхĕ - акă мĕнпе мухтанма пултарать паян завод.

Уяв ячĕпе саламланă май, филиал директорĕ Владимир Свешников çакă пĕтĕмпех заводра тимлекенсен ĕçченлĕхĕпе, ĕçе чунтан парăннипе, завод, район пуласлăхĕшĕн тăрăшнипе пулса пынипе палăртрĕ, вĕсене тата хими промышленноçĕн ветеранĕсене тав турĕ.

Химиксен уявне хутшăннă май хăнасем - ЧР Президент Администрацийĕн ертÿçи А.Шарапов, район пуçлăхĕ А.Кузьмин, Украинăри Золотоноша район делегацйиĕ - заводăн музейĕнче, тинтерех уçăлнă медиацентрта пулса курчĕç, стадионта хими индустрине çĕклекенсене тав турĕç.

Çак кун «Август» Фирма филиалĕн вун-вун Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçрĕ. Хыççăн стадионта концерт пулчĕ, спорт вăййисем пычĕç. Каçхи программăпа «Химик» командăсем - çамрăксемпе аслисем - «Чебоксарский» футбол клубĕн командисемпе тĕл пулчĕç.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
03 июня 2009
00:00
Поделиться
;