Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Килсе курăр Çĕрпеле - савăнса тăрĕ чĕре

         Автобуспа килнĕ  чухне икĕ çын ял хуçалăхĕ пирки калаçнине илтме тÿр килчĕ. Пĕрне-пĕри пÿлсех аграрисем панкрута тухасси нумай юлманни пирки пуплеççĕ. Малашлăха ĕненмеççĕ. Вĕсем пурăнакан енче хуçалăхсем темиçе çул каяллах арканнă пулас. Ырра шанманнисене, шанчăка çухатнисене питĕ шел. Çапах та районти пур хуçалăха та пĕр виçепе виçме кирлĕ мар. Тăвалла пулсан та малалла талпăнакан ял хуçалăх предприятисем çав-çавах пур. Вĕсем - районăн шанчăкĕ, мăнаçлăхĕ.

Çĕрпеле çывхарнăçемĕн тыр-пул пусси тинĕс  пек хумханнине, çум курăксăр çĕр улми касĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлнине курсан чун-чĕре сасартăк хавхаланса кайнине сисетĕн. Асамлă туйăм çупăрласа илнине «Янгорчино» кооперативри выльăх апачĕ хатĕрлекен ял хуçалăх машинисене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма килекен комисси членĕсем те кăмăллăн палăртрĕç. Илем илĕртет тени тĕрĕсех. Çын илемĕ вара унăн иксĕлми ĕçченлĕхĕнче. Акă çĕрпелсем кирлĕ техникăна тĕрĕслев витĕр ăнăçлă кăларчĕç. Патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инженер-инспекторĕ Иван Тимофеев «Янгорчино» кооперативра вăй хуракансен ĕç-хĕлне «пиллĕк» паллăпа хакларĕ, техникăна юсавлă тытнăшăн мухтарĕ. Хуçалăх ертÿçи Геннадий  Романов выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă 300 тонна, сенаж 4500 тонна кирлине пĕлтерчĕ. «Тĕллеве пурнăçлама мĕн пур вăйран тăрăшăпăр», - терĕ вăл.

Çак кунах çĕрпелсем люцерна çулма тухрĕç. СК-5 «Нива» комбайнсен штурвалĕсене Андрей Моисеев та Владислав Семенов çирĕп тытса пыраççĕ. Уй-хир карапĕсем хыççăн хулăм та сарлака пакуссем выртса юлаççĕ. Чĕрĕ курăк шăрши сăмсана кÿ пырса кĕрет. Кайран пакуссене типсен рулонсене хывĕç.

Çамрăксене ял пуласлăхĕ, хуçалăх тĕрекĕ тетпĕр. Кооперативра вăй хуракан яш каччăпа - Владимир Никифоровпа - паллашма  тÿр килчĕ. Вăл тыр-пула хăватлă техникăпа им-çамлать. Çамрăк çын ĕçе тухăçлă  пурнăçлама спутник антенни пулăшнине каларĕ. Çавна пула компьютер çинче акă мĕнле ĕçлени витĕр курăнать. «Йăнăш утăм пачах тумастăп, - савăнать Володя. - Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕрен тата тăрăшса тимлес килет».

Ĕнесем çÿрекен вырăна та çитрĕмĕр. Вĕсене электрокĕтÿçĕ «пăхать» - выльăхсем çÿрекен вырăна тавраллах ток пыракан пралукпа карнă. Çавна пула ĕçлекен çынсем нумаййăн кирлĕ мар. «300 пуçа яхăн выльăх-чĕрлĕхе улттăн пăхса-асăрхаса тăратпăр. Вĕсем ешĕл курăка кăшласа ярсан тепĕр вырăна куçатпăр», - каласа парать Леонид Федоров кĕтÿçĕ.

Уй-хирте кăна мар, хуçалăхăн ферма территорийĕнче те хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Çумăрлă çанталăкра çуллахи лагерьте пылчăкланса кайнăран кунта тăрăшсах аслăк хатĕрлеççĕ.

Çĕрпелти ял çыннисем те хастар. Пĕрисем анкартисенче курăк çулаççĕ, теприсем пикенсех çĕр улми çумлаççĕ. Ĕçченсене курсан кăмăл çĕкленет.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июня 2009
00:00
Поделиться
;