Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Туя чăвашла кĕрлеттертĕмĕр

           Ĕмĕтсем пархатарлăччĕ яш чухне. «Çурçĕрелле татах та малалла талпăнмалла», - тетчĕç Воркутари геофизиксем. «Çĕнĕ Çĕр утравĕсене, Франц-Иосиф архипелагне тĕпчемелле», - илĕртетчĕ Ким Сан-Чун. Хăй пĕлнине ыттисене пĕлтерсе хавхалантаратчĕ.

- Тепĕр ик-виç çултанах Çурçĕр Полюсне çитсе сăнăпăр, - терĕ пĕррехинче. Ура пусман вырăнсем ун чухне пайтах пулнă-ха. Курас-пĕлес туртăм вăйлăччĕ. Тинĕс варринчи юмахри пек йывăç-курăк ешерекен Санников çĕрĕсене пăхса илес килетчĕ. Акă, Штокман таврашне çаплах тĕпчемен. «Печора чухăнланса пырать, çĕнĕ вырăнсем шырамалла», - терĕ В.Путин Северодвинскра пулнă чух.

Шел, ман вара полюс таран çÿресси пулмарĕ. Тундрăна таврăнаймарăм. Воркутари официанткăн илĕртÿллĕ кĕлеткипе савăк ăшă кулли аса килнĕ самантсенче, юри тенĕ пек, анне пăшăрханса халаплани тĕле тухатчĕ. «Ватăлтăм. Хăрахăн-хусахăн юлас тетĕн-им; Авлан хам пур чухне. Кин уссине курса юлас...». «Çитĕ пĕччен тăрмашса», - шутларăм хам та. Çемçе пукан çинчи аслă пĕлÿллĕ çепĕç-кăпăш хĕрсене те куркаланă эпĕ. Хапăл юмахлатчĕç. Тур пилленипе, çут çанталăк парнисемпе эп вĕсенчен каях та марччĕ, тен; Анчах анне сăмахĕсем шухăша яраççĕ: «Хамăра майли кирлĕ пире. Хамăр пек нумай ачаллă çемьерен хĕр суйла. Шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăхни, кăштах ĕçре пиçĕхни пулсан тата лайăх...»

Пĕр пилĕк çул каялла пĕрин çине куç ÿкнĕччĕ-ха. Сăмах хушичченех вăтанатчĕ.

Пÿрт умне килессине Тур çавăрать, тенĕ. Пĕррехинче, канмалли кун, Вăрнар урамĕпе вирхĕнтерсе, умри хĕрĕн чипер уттипе киленсе-савăнса пыратăп. Пÿлмелле сиксе тухрăм та шатăр ыталаса чуп турăм. Çутăлтарса яриччен «каçар-ха» тесе ĕлкĕртĕм. «Сана сăнран курас килчĕ. Хаяр. Анчах килĕшетĕн. Уяв ячĕпе саламлатăп!» «Мĕнле уяв;». «Ара, сана тĕл пултăм! Пурпĕр ман арăм пулатăн».

Яла, пилĕк çухрăма, шăкăл-шăкăл калаçса пĕрле утрăмăр. Çул кĕскелчĕ. Вăхăт сисĕнмерĕ. Çав самантри хĕлхемрен ăшра кĕçех çулăм хыпса тухрĕ. Асаплăх чуна тыткăнларĕ. Ир те каç пĕр шухăш. Хĕр Шупашкарта пир-авăр комбинатĕнче ĕçлет. Ик эрнере пĕрре яла çÿрет. Хам та Шупашкара чупма тытăнтăм.

Тархасласа-ÿкĕтлесе аннене тĕп хулари пичче патне лартса кайрăм. «Савнипе паллаштаратăп», - терĕм.

Маруç пире общежити умне тухса кăмăллăн кĕтсе илчĕ. «Куна ан вĕçерт, ан çухат», - хăлхаран пăшăлтатрĕ аннем. «Çакнах кин тăватпăр», - теççĕ пĕрле пынисем. Хĕрĕ килĕшнине те, юнтарнине те палăртмасть пек.

- Марьене çураçтармасан, сана хам качча пыратăп, - çĕтĕлтерет куптĕрриллĕ тантăшĕ.

- Эп тата япăх-им; - хăй çине пăхтарасшăн тепри.

Пуш уйăхĕ. Кураксем вĕçсе килчĕç.

- Миçе курак куртăн; - ыйтать манран анне.

- Виççĕн харăс вĕçнине асăрхарăм.

- Ай тур-тур, ачаллă хĕре çаклатăн-ши; Марьепех калаç-ха.

Маруç тинех канăçне çухатнă. Яла килкелех тăрать. Мăнкунра мана хĕр ĕçкине чĕнчĕ. Ахăртнех, ашшĕ-амăшпе паллаштарасшăн. Ашшĕне, Тамаç Йăкăначĕн Унтрине (Андрей Игнатьевич Игнатьева) аван пĕлеттĕм. Амăшне курнă та - сăмах пуçарман. Килĕнче мана çамрăксем çавăрса илчĕç те, эрех ĕçтересшĕн, калаçтарса тем вăлтасшăн, вăрçтарса, хăратса пăхаççĕ.

Автансем авăтса янă тĕле хĕр ман ятпа кăпăш тÿшек çине мамăк минтер хучĕ: «Кан кăштах». Пулас хуньнăм, мана тĕлĕнтерсе, вырăна хăй пуçтарчĕ, минтере темиçе хутчен тĕсесе сăнарĕ. Вара черккепе эрех сĕнсе чăх тукмакки тыттарчĕ. Вăлах киле ăсатрĕ.

Хĕр калаçса туй тăвасси хĕрне çавăрассинчен темчул йывăртарах-мĕн. Пăтăрмах çураçма кайнă кун сиксе тухрĕ. Тăванлашас киле аслă йыснапа, Кĕркури Çимунĕпе (Семен Григорьевич Григорьевпа), çитсе кĕтĕмĕр.

- Сирĕн мĕн, хĕрарăмсем, тăвансем, юлташсем çук-и; - тÿрех хăтăрса тăкрĕ кил хуçи. - Сире, тăманасене, хĕр памастăп! Аннÿне те чĕн! - хушса хучĕ, мана шăтарасла куçран пăхса.

- Хытса ан тăр, чуп каялла! - аякран тĕртрĕ йысна.

Кирлĕ çынсене шыраса, антăхса кайса урам тăрăх чупатăп. Тăван аппана, Марьене, хреснапая, Райăна, Мильян Вихтăрĕн Генине, юлташсене тархаслама тиврĕ. Андрей Игнатьевич тинех лăпланса çырлахрĕ. Сыпкаланă майăн чĕлхи, кăмăлĕ уçăлса пычĕ. Çапах та туй кунне икĕ-виçĕ хут улăштарчĕ.

В.И.Долгих мана комсомолла туй  туса парасшăнччĕ. Ялти туя чăн чăвашла кĕрлеттертĕмĕр. Кÿршĕри Мулкач Санькки (Александр Петрович Петров), ЗИС-5 автомашинине «кÿлсе» лартрĕ. Туй йăли-йĕрки çинчен кĕнекесенче вулакаланăччĕ те (тек ĕнтĕ намăс курас килмерĕ) кирлĕ çынсене веçех тупрăмăр. Туй пуçĕсем (пиллĕкĕн, асли - Павел Скворцов), хăйматлăх (Геннадий Емельянов), свидетельсем (Василий Фомин, Арнольд Рябчиков, Виссарион Афанасьев), хĕрçумсем, туй арăмĕсем, туй каччисем, курма пынисем - кусене чĕнме кирлех мар, туй  куркине астивесшĕн халăх ялта тупăнатех, йĕркине кура, пурте тăвансем пек пухăнатпăр. Геннадий Викторович туй ячĕпе виçĕ четверть «столичнăй» лартнă та, речĕпех никама сиктермесĕр хăналать. Ача чухне эпир унпа Çавала ыраш пăтри сăптăрма чупнă, кайран учителе тухрĕ, Хапăсри вăтам шкулта математика вĕрентрĕ. Хумма Ваççи (ялта ăна, Василий Николаевича, ытларах чухне Çиçĕм тесе чĕнеççĕ), кулăш ăсти, такмаксемпе култарать. Кăрăпчак Арнульчĕ (Арнольд Рябчиков), вырăс чĕлхи учителĕ, сăвăсемпе савăнтарать.

- Вулутипе чуп тăвиччен черккÿне çĕре ÿкер! - терĕç арăм пулас савнийĕме.

Тулли бокал чăл-пар ванса тĕпренчĕ. Ваттисем пăшăл пăтти  пĕçерме ушкăнсене уйрăлчĕç. «Мĕне пĕлтерет;..» «Нивушлĕ çемье арканать;..» Çамрăксем пире кăшкăрашса алă çупса çавăрса илчĕç:

- Телее ку! Телее! Саламлатпăр!

Мария Андреевнăпа хĕрĕх виçĕ çул ĕнтĕ телейлĕ пурăнатпăр. Ĕçлетпĕр-ха. Тĕреклĕ хуçалăх, маттур ачасем пур.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июня 2009
00:00
Поделиться
;