Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ĂМĂРТУРА - КООПЕРАТИВ ВОДИТЕЛĔСЕМ

       Потребительсен кооперацийĕн водителĕсем хушшинчи профессиллĕ конкурса пĕлтĕр пуçласа Шупашкарта ирттернĕччĕ. Кăçалхи тупăшăва хутшăнакансем - пурĕ вунтăххăрăн - Вăрнар райповĕн автогаражĕн территорийĕнче пухăнчĕç. Вĕсенчен виççĕшĕ - вăрнарсем: Николай Иванов, Александр Скворцов тата Александр Яковлев. Конкурса Чăвашпотребсоюз Канашĕпе профсоюз рескомĕн президиумĕн пĕрлехи йышăнăвĕпе йĕркеленĕ.

Паллах, потребительсен кооперацийĕн чи лайăх водителĕ ята тивĕçме пĕртте çăмăл пулмарĕ. Конкурса хутшăнакансенчен (вĕсем ВАЗ 2101 - 2107 маркăллă автомобильсемпе кăна тупăшрĕç) ултă тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тиврĕ. Вĕсемшĕн вара минутсем кăна мар, çеккунтсем те шутра пулчĕç. Калăпăр, машинăпа тĕревсене тĕкĕнмесĕр «çĕлен» тата «саккăр» евĕр çаврăнса тухма водителĕн çав тери ăста та тимлĕ пулмалла. Çавăн пекех кайри сулахай урапана улăштарнă чухне, хăрушсăрлăх техникин инструкцийĕсемпе правилисене уяманнипе, хăш-пĕрисем балсене самаях çухатрĕç.Теприсемшĕн финишра тĕрĕс  мар тормозлани те хакла ларчĕ - каллех балсем катăлчĕç. Водитель автомобильпе пысăк ăсталăхпа çÿреме, ăна туйма пĕлни çителĕксĕр иккен. Вăл çул-йĕр правилисене пĕлет-и; Çак тĕрĕслев чи йывăрри пулчĕ: кашни йăнăш хуравшăн 15 балл çухалчĕ.

Хĕрÿ тупăшура чи нумай балл пухса Çĕрпÿ райповĕнчен килнĕ Сергей Антонов водитель çĕнтерчĕ, ăна телевизорпа чысларĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Чăвашпотребсоюз водителĕ Геннадий Ефимов. Вăл килти кинотеатра тивĕçрĕ. Октябрьски райповĕн водителĕ Александр Тарасов виççĕмĕш пулчĕ, ăна пылесоспа хавхалантарчĕç.

Шел, Вăрнар райповĕн водителĕсем килте ăнăçлăх тупăшаймарĕç. Чи лайăх кăтарту - Николай Ивановăн, вăл 7-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Çавăнпа вăрнарсем тепĕр конкурсра мала тухассишĕн халех тĕплĕн хатĕрленме тытăнчĕç.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
17 июня 2009
00:00
Поделиться
;