Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕрÿ пыраç юсав ĕçĕсем - йĕркене кĕреççĕ урамсем

- Урам хушшинчи çула юсаман пулсан инкек калăпăшĕ тата та пысăкрах пулас хăрушлăх пурччĕ,- теççĕ Пăртас ял çыннисем нумаях пулмасть пушарта икĕ çурт кĕлленнине аса илсе.

Чăн та, районти чи пысăк ялта урам çулĕсем вырăнти Мичурин ячĕллĕ хуçалăх арканнă хыççăн вунă çул ытла юсав ĕçĕсем курман. Çумăрлă çанталăксенче, çуркунне-кĕркунне вара пылчăк пĕç кăк таран çăрăлнă.  

Кăçал çак ыйту, пĕтĕмĕшле мар пулин те, татăлать ĕнтĕ. План тăрăх, 2009 çулта Пăртасри сакăр, Çарăклă разъездĕнчи пĕр урама юсама палăртнă. Çак ĕçе район тата республика бюджечĕсенчен çурмалла 618 пин тенкĕ хывăнĕ. Çулсене якатса юсассипе халĕ кунта Вăрнарти ДРСУ техникисем тимлеççĕ. Ял посленийĕн депутачĕсем ĕç пахалăхне тĕрĕслесе-асăрхасах тăраççĕ.

Районĕпе илсен, Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствипе Вăрнар  район администрацийĕсем хушшинчи килĕшÿ тăрăх, муниципаллă район тата  поселенисен вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсен сечĕсене аталантарма 2009 çулта 28 миллион та 83 пин тенкĕ кайĕ. Ытларах пайĕ - республика бюджетĕнчен: 18 миллион та 760 пин те 4000 тенкĕ, ытти - район хыснинчен.

Ял посленийĕсен тата искусствăлла сооруженисен  чиккисенчи çулсене юсама тата тытса тăма пĕтĕмпе 13 миллион та 775 пин тенкĕ уйăрнă. Район территорийĕнчи автомобиль çулĕсене юсама - 9 милллион та 86 пин те 158 тенкĕ, муниципаллă район чиккисенчи автомобиль çулĕсене йĕркене кĕртме - 11 миллион та 872 пин те 900 тенкĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
17 июня 2009
00:00
Поделиться
;