Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаваслă çу кунĕсем

         Санарпуç шкулĕнче хаваслă шăв-шав самантлăха та лăпланмасть. Пĕрисен практика пуçланчĕ. Ачасем Галина Ивановна Егорова вĕрентекен хушакан ĕçсене тимлесе пурнăçлаççĕ. Кулленех пахчара тăрăшаççĕ, йăрансене çум курăкран тасатаççĕ, çимĕçсене шăвараççĕ.

10-мĕш класс ачисем шкул таврашне те тирпей-илем кÿреççĕ, юсав ĕçĕсене хутшăнса шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеççĕ.

Ачасене кунсерен тĕрлĕ ĕç кĕтет. Йывăр мар вĕсем, вăхăта  ирттерсе кăмăла йăпатмалăх кăна. Çав вăхăтрах кирлĕ те, усăллă та.

Теприсем кану лагерĕнче сывлăха çирĕплетеççĕ. «Вăхăт кăсăк иртет, сисĕнмесĕрех», - теççĕ ачасем. «Чăваш лагерĕ ĕçлет пирĕн шкулта, - кăмăлтан паллаштарать лагерь начальникĕ Валентина Анатольевна Александрова. - Чăвашла юрлатпăр, ташлатпăр, зарядка тăватпăр, тĕрĕсем тĕрлетпĕр, ÿкеретпĕр, чăваш вăййисене вылятпăр, йăли-йĕркисемпе паллашатпăр т. ыт. те».



"Çĕнтерÿ çуле"
17 июня 2009
00:00
Поделиться
;