Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хушма хуçалăха аталантараççĕ, тупăшне те илеççĕ

     Хулара пурăнакансем ял çынни апат-çимĕç енчен тулăх пурăнать теме пăхĕç. Анчах та сĕтел çинчен аш-пăш, сĕт-турăх, пахча-çимĕç ан татăлтăр тесен ир пуçласа каçчен вăй хумалла-çке. Ял пурнăçĕ пирки хушма хуçалăх тытакансемпе калаçма тÿр килчĕ.

- Ĕç вăл пурнăç тыткăчи. Тăрăшсан кăна хушма хуçалăха çирĕппĕн аталантарма пулать.

- Нина Мешкова, ĕç ветеранĕ, Мăньял Хапăс. Çулла канма вăхăт çук. Кăвак шуçăмла тăмалла та тавралăха каç сĕмĕ çапичченех ĕçлемелле. Унсăрăн аш-пăш, сĕт-çу çителĕклĕ туса илеймĕн. Мăшăрăмпа иксĕмĕрех пурăнатпăр. Ачасем - Игорьпе Сергей тата Инна - хăйсен мăшăрĕсемпе час-часах килсе пулăшаççĕ. Ман шутпа, ĕçе юратакан çын нихăçан та укçа-тенкĕ çук тесе пурнăçа ÿпкелемест. Выльăх-чĕрлĕх, пахча-çимĕç сутса çемье бюджетне пуянлатать. Çĕршыв пуласлăхĕ - тăрăшуллă çынсенче. Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă «Чăваш ен çитĕнĕвĕ - кашнин пуçарулăхĕнче!» Çырăвĕнче «чăваш вăй-халне тăтăшах аталантарас шухăшлă çынсемшĕн, хамăр вăя шанса ĕçлекенсемшĕн сÿрĕклĕх валли вырăн çук» тенĕ.

Елена Борисова, ача амăшĕ. Эпĕ Çĕрпел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван хуçалăхра 8 çул тимлерĕм. Качча тухнăранпа Канаш хулинче пурăнатăп. Ялта ÿснĕрен-ши тăван тăрăхаллах чун туртать, çĕр çинче тăрăшса ĕçлес килет. Мăшăрăм та: «Хунчăкама кайса пулăшар-ха», - терĕ. Ман пичче Давыд Сергеев хресчен чунĕллĕ çын, кăçал çĕр улмие 60 сотка лартнă. Тăванăма çум çумласа пулăшма - мехел çитернишĕн савăнатăп. Ÿркенмесен пур ĕç те пулать. Пичче тепĕр çул «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне тата ÿстересшĕн, мĕншĕн тесен çĕр улми  тупăш паракан культура. Пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ пулсан килти хушма хуçалăха çирĕппĕн аталантарма пулать, çĕрсем те пушă выртмĕç. Николай Федоров Президент пĕлтĕр ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă тăрăх, «граждансен пуçарулăхĕ... хастарлăхĕ яланах актуаллă пахалăхсем шутланаççĕ».

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
17 июня 2009
00:00
Поделиться
;