Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лайăх канатпăр

        Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ пулсан та, эпĕ шкулти краеведени енĕпе ĕçлекен кану лагерьне çÿретĕп. Пурĕ эпир - 35-ĕн. Пирĕн лагерь «АКСАР» ятлă. Куçарсассăн вара çавăн пек: «Абызовские, Классные, Смелые, Азартные Ребята». Лагерьте тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Пĕрре эпир Вăрнарти ача-пăча библиотекине экскурсие кайрăмăр. Унта тĕрлĕ журналсемпе кĕнекесемпе паллашрăмăр. Каялла килнĕ чухне Вăрнарти ача-пăча площадкинче вылярăмăр.

Воспитательсем тăрăшнипе лагерьти кашни кун интереслĕ иртет. Ачасене техĕмлĕ апат çитереççĕ. Кашни кун ман асăмра нумайлăха юлĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 июня 2009
00:00
Поделиться
;