Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Районтан - тăватă чемпион

Иртнĕ канмалли кунсенче халăх Çимĕкре савăннă вăхăтра пирĕн çăмăл атлетсем ăмăртура пиçĕхрĕç. Шупашкарти «Олимпийский» стадионра иртнĕ Атăлçи федераци округĕн тата Чăваш Республикин чемпионачĕсенчен вĕсем чылай медальпе таврăнчĕç.

 Çак ăмăрту çăмăл атлетикăн мĕнпур тĕсĕнче чи пултаруллисене палăртса Раççей первенствипе чемпионатне путевка çĕнсе илме май панă. Унта регионсенчи 33 команда хутшăннă. 

Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ команди чупассипе яланхиллех лайăх результат кăтартнă. Чăваш Республикин чемпионачĕнчен - ылтăн призерсем тăваттăн тан. Аçăмçырми хĕрĕн Таня Ефимован икĕ килметрлă дистанцие чăрмавсене çĕнсе чупса тухассипе - чи лайăх кăтарту. Хурăнсур Çармăс хĕрĕ Катя Горбунова пĕр километр çурăра чи хăвăртти пулнă. Çавăн пекех вăл ку дистанцире Атăлçи федераци округĕн чемпионĕ те пулса тăнă. Юниорсем хушшинче ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Сергей Политов та 1,5 километрта, Шĕнер Ишек хĕрĕ Мальвина Михайлова    800 метрта пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

Кĕмĕл медальсем те тăваттă: Таня Макарован (1,5 км), Андрей Николаевăн (чăрмавсене çĕнессипе 3 км), Мальвина Михайлован (800 м) тата Сергей Политовăн (5 км).

Ял хуçалăх техникумĕн тепĕр студенчĕ Мефодий Павлов, çамрăксем хушшинче Александр Борисов  ăмăтуран бронза медальсемпе таврăннă.

Чăваш ен чемпионатĕнче йĕтре тĕртсе Алексей Трофимовпа Галина Павлова виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Г.Павлова çавăн пекех сăнă персе Атăл тăрăхĕнчи хуласен чемпионачĕн бронза призерĕ пулса тăнă. 

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
17 июня 2009
00:00
Поделиться
;