Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республикăра - иккĕмĕш

          Сывлăхлă нацин кăна малашлăх пур. Çавăнпа та шур халатлă ĕçченсем çĕршыв умĕнче яваплăха туяççĕ. Гиппократ тупине асра тытаççĕ.

Хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене пысăк чыс та хисеп. Район тĕп больницин васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан уйрăмăн фельдшерĕ Елена Никифоровна Романова пирки ырă сăмахсем анчах каламалла. Вăл 1990 çултанпа - Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнăранпа - район тĕп больницинче тимлет. Çак тапхăрта миçе çынна «иккĕмĕш пурнăç» парнелемен-ши;! «Вăхăтра пулăшу панăшăн чирлисем те, инкеке лекнисем те пĕтĕм чунтан тав тăваççĕ, - каласа парать Елена Никифоровна. Вĕсен ырă сăмахĕ маншăн ылтăн-кĕмĕлтен те хаклă». Ăста фельдшер кăмăл туртнипе профессие суйласа ĕçре телей тупни яр уççăнах курăнать. Ахальтен мар ăна коллективра хисеплеççĕ.

Нумаях пулмасть Елена Романова Çĕмĕрлери ача-пăча пултарулăх çуртĕнче иртнĕ республикăри ăмăртăва хутшăннă. Вăл ытти васкавлă медицина пулăшăвĕн фельдшерĕ пекех тĕрлĕ ыйтусене хуравланă, практика ĕçĕсене пурнăçланă, кăткăс задачăсене шутланă. Кунсăр пуçне пултарулăх номерĕсене кăтартас тĕлĕшпе те конкурссем пулнă. Елена Никифоровна ĕçтешĕсемпе пĕрле Гиппократ тупине асра тытакансем ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та маттуррине çирĕплетнĕ. Вăрнарсем пултарулăх номерĕсене чăвашла кăтартнăран-ши залра ларакансем нумайччен тăвăллăн алă çупнă. Тăван чĕлхе чун-чĕрене ытларах витерет çав.

Жюри пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн професси ăсталăхне çÿллĕ шайра  кăтартнăшăн Елена Романова иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Пĕрремĕш вырăна Шупашкар хулинчи васкавлă медицина пулăшăвĕн Ленин районĕнчи подстанцийĕн фельдшерĕ Алексей  Смирнов тухнă. «Намăс курас марччĕ терĕм те пьедесталăн картлашки çине тăма та тивĕçрĕм», - ăшшăн кулать фельдшер.

Елена Никифоровна Упнер ялĕнче пурăнать, мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтерет.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
17 июня 2009
00:00
Поделиться
;