Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хурала тухни пулăшĕ

          Ку çул январĕн пĕрремĕш кунĕнчех пушар хытă алхаснипе пуçланчĕ те (ун чухне çулăмра икĕ çын пурнăçĕ татăлнăччĕ), инкексем тĕлĕшпе лару-тăру паян та  кăткăс, пĕлтĕрхипе танлаштарсан ÿсĕм пысăк. Пушарсене асăрхаттарассипе тивĕçлĕ службăсем сахал мар ĕçлеççĕ-ха, анчах çакă кирлĕ пек витĕм кÿреймест пулмалла. Те çынсем яваплăха пачах туйманнипе, инкек хăйсен кил-çуртĕнчен пăрăнса иртсе каясса шаннипе çыхăннă-ши çакă; Хăрушсăрлăх йĕркине хаçатра та тăтăшах аса илтерсе тăратпăр ĕнтĕ. Хаçат çырăнса вуламаннисем те правилăсемпе паллашман тееймĕç. Мĕншĕн тесен пушар хуралĕн сотрудникĕсем хула, ял поселенийĕсенчи хуçалăхсенче, кил-çуртсенче, организаци-учрежденисенче кулленех тĕрĕслевсем ирттереççĕ, ăнлантаруллă памяткăсем салатаççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсене ятарласа вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Анчах  пĕр вĕсем кăна тăрăшнипе çивĕч лару-тăрăва уçăмлатасси çинчен калаçмалли те çук. Пирĕнтен кашниех тимлĕхе вăйлатнă-тăк, пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăннă-тăк, инкексенчен чылайăшне асăрхаттарма, миçе çын пурнăçне çăлса хăварма пулатчĕ. Тĕрĕссипе, çакă такамшăн мар, хамăршăнах пĕлтерĕшлĕ - хамăр сывлăхпа пурнăçшăн, пурлăх сыхлăхĕшĕн...

Пурте астăваççĕ: маларахри çулсенче хапхасем умĕнче «дозор» тесе çырнă паллăсем тăратчĕç, черетленсе вĕсем кашнин тĕлнех çитетчĕç. «Дозор тăракансем» вара каçхине хурала тухатчĕç, тем япăххи пуласран сыхă тăратчĕç. Тем вăхăтра çав дозор хăмисем манăçа тухрĕç, каçхи хурала тухасси пирки никам та аса илмест.

«Çак юхăма çĕнĕрен чĕртсе аталантарсан аван пулмалла та. Çулла уйрăмах пурин те тимлĕхе вăйлатмалла. Шăрăх кунсенче вут-çулăм пĕр ялкăшма тытăнсан чикĕсĕр алхасать те, кулленхи хурал пысăк инкексенчен, çухатусенчен хăтарĕ, - терĕ патшалăх пушар асăрхавĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн дознавателĕ Ю.Иванов. Унăн сăмахĕсемпе килĕшес килет, пĕтĕмпех хамăртан килет. Хăш-пĕр ялсенче ирĕклĕ майпа дозора тухакансем паян та пур-ха, анчах ун пеккисем шутлă кăна. Хăть халь, çуллахи шăрăх тапхăрта, пур çĕрте те ку хамăршăнах пĕлтерĕшлĕ ĕçе мĕншĕн пуçарса ярас мар;

Ю.Иванов тепĕр пăшăрхантаракан самант çинче те чарăнса тăчĕ. Акă, поселенисенче пушар-тем тухас-тăк, кашни çыннăн хăйĕн мĕн тумаллине пĕлмелле, ку тивĕçсене çирĕп йĕркепе уйăрмалла. Атту çухалса кайнипе пăтрану пуçланать те, çеккунтпа-минутпа пыракан хаклă вăхăт çухалать. Çакна та пуртех йĕркелемен иккен. Апла пулсан поселенисенче ку ыйтăва та пăхса тухмалла, çывăх вăхăтрах мерăсем йышăнмалла.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
20 июня 2009
00:00
Поделиться
;