Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăс-хакăл пуххи

    Пирĕн хаçата вулакансем Григорий Скворцовпа унăн хĕрĕ Ирина Игнатьева (Скворцова) çырнă очерксемпе тĕпчев ĕçĕсене хапăлласах вулаççĕ. Иртнĕ уйăхра вĕсен «Мăньял Хапăс çăлкуçĕсем» кĕнеки пичетленсе тухрĕ, унта 98 хайлав кĕртнĕ. Кĕнекери тĕпчевсемпе историлле очерксем, тĕпрен илсен, район историйĕпе çыхăннă. 

2007 çулта район тата «Хыпар» хаçатсенче И.Феофанова таврапĕлÿçĕ çырнă «Вăрнар» топонимăн этимологине тĕпченĕ статйисем пичетленсе тухнăччĕ. Питĕ пысăк тема. «Вăрнар» сăмахăн пĕлтерĕшĕ районти кашни çыннах интереслентерет. И.Феофанова статйисене вуласан Вăрнар шывĕ ĕлĕкхи чăвашсен тĕрлĕ чÿклемере ар-пир пăрахмалли вырăн пулса тăрать. Григорий Константинович ку ăнлантару тĕрĕс мар пулнине наука енчен тĕрлĕ çăл куçсемпе çирĕплетсе парать. Тĕпчев пуçламăшĕнчех хăш-пĕр авторсем Нурăс, Шĕнер Ишек, Кÿстÿмĕр ял ячĕсен пĕлтерĕшĕсене тĕрĕс ăнлантарнине асăрхаттарса чăнлăха уçать. Финпа тутар е марипе венгри чĕлхисенчен кĕнĕ Вăрнар топоним та вăркăнса е вăр-вар юхакан юханшыв пулнине ăнлантарать.

Кăçалхи çул пирĕн республикăра «Çĕр ĕçченĕсен çулталăкĕ» ятпа иртет. Çавăнпа авторсем хăйсен пĕрремĕш кĕнекине амăшне тата асламăшне - Ирина Ивановна Скворцовăна халалланă. Кĕнекере пине яхăн йĕркерен тăракан «Хура çăкăр - хура çĕр» поэмăна та кĕртнĕ. Унта çĕр ĕçченĕн тертлĕ пурнăçне пуç тайман Сăвар Энтюкĕн сăнарĕ урлă уçса панă. Пуç тайман Энтюк нимĕнле йывăрлăхра та пуçне усмасть, çивĕч ăсне пула кирек мĕнле йывăрлăхран та çĕнтерÿçĕ пулса тухать, Улăп пек вăйлăскер разведкăна кайсан урине амантнă лашине чаçе йăтса таврăнать.

Авторсем паянхи çĕр ĕçченĕсене те манман, «Çĕр хуçин çĕр чĕлхи пĕлмелле» очеркра Çĕньял Хапăсри Алексей Яковлевич Игнатьев фермерăн пурнăçĕпе ĕçне тĕплĕн çутатса панă.

Кĕнекере Анатолий Викторович Емельянов йăх-несĕлĕ çинчен çырнă тĕпчев пысăк вырăн йышăнать. Паянхи куна ялта сывă пурăнакан икĕ вăрçă вĕтеранĕн - Алексей  Максимович Максимовпа Александр Иванович Никитинăн - вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен каласа панă. Кунтах Тимофей Никифорович Иванов пограничник çинчен çырнă очерк та пур. Кĕнекене вулакансем Мăньял Хапăс, Анаткас Хапăс тата Чиркÿллĕ Хапăс ялĕсен тата Хапăс чиркĕвĕн 260 çулхи историйĕсемпе паллашма пултараççĕ. Кунтах Хапăс шкулĕнче 1915-1918 çулсенче тимленĕ паллă тĕпчевçĕ Тимухха Хĕветĕрĕ, тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă Семен Петрович Горский, Михаил Яковлевич Сироткин профессорсем, Елизавета Васильевна Ефремова, Олимпиада Анатольевна Заулина (Цветкова) наука кандидачĕсем çинчен нумай çĕнни вуласа пĕлме пулать. Космос  çарĕн ветеранне Евгений Владимирович Шашкин подполковника Герман Степанович Титов космонавт хăй аллинчи сехете мĕншĕн парнеленине те пĕлме пулать.

Учительсемпе тата таврапĕлÿçĕсем валли тĕпчевçĕсем вырăссен аслă поэчĕ А.С.Пушкин 1830 çулта Чăваш çĕрĕнче пулнине, ăçта-ăçта çитнине тĕплĕн çырса кăтартнă.

Ирина Игнатьева Чăваш наци мезейне йĕркелекен тата унăн пĕрремĕш директорĕ пулнă, хамăр районти Мăн Элменре çуралнă Михаил Петрович Петров-Тинехпи тата унпа пĕр йăхран тухнă Мăн Явăшри Турингесен йăх-несĕлне тĕплĕн çутатса панă. Авалхи чăвашсем каччăна çĕр çине авлантарса çĕр вăрлани те паянхи вулакансемшĕн кăсăклă. Д.Хрусталев 1874 çулта çырса хăварнă çак этнографи очеркне чăвашла та, вырăсла та çырса панă.

Кĕнекере авторсен 50 ытла сăввине тата 4 калавне тупса вулама пулать. Вĕсем учительсемпе тĕпчевçĕсемшĕн, пулас студентсемпе вĕренекенсемшĕн те питĕ питĕ кирлĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 июня 2009
00:00
Поделиться
;