Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăçал та вăрнарсем хÿтĕлерĕç

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем, Григорий Степанов тренер патĕнче ăсталăха туптакан çамрăк шашка ăстисем кăçал та республика  чысне Пĕтĕм Раççейри ăмăртура хÿтĕлеме тивĕç пулчĕç.

Ирина Иванова, Степан Прохоров, Юрий Антонов, Катя Кузьмина - Сочи хулинче иртнĕ турнира кăçал ачасем çак йышпа хутшăннă. Командăпа малти вырăна тухайман пулин те вĕсем япăх мар ăмăртнă. И.Иванова пуринчен нумай 7,5 очко пухма пултарнă. С.Прохоровăн çур очко сахалтарах.

Ирина пĕр вăхăтрах МАРШ версипе Европăн виççĕмĕш хутчен йĕркеленĕ превентсвине те хутшăннă. Çиçĕмле вăйă программăра вăл 17 вылявçăран тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

Ăмăртăва кайма командăна Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин минситерстви укçа-тенкĕ парса пулăшнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 июня 2009
00:00
Поделиться
;