Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул картишĕнче ача-пăча сасси хаваслăн янăрать. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем - сывлăха çирĕплетекен лагере çÿрекенсем - пĕр-пĕринпе тупăшса турник çинче туртăнаççĕ, шăчă тăрăх хăпараççĕ, сикеççĕ, чупаççĕ.

Çур уйăха яхăн ĕçлекен лагерь йĕркине хăнăхнă ĕнтĕ вĕсем, пÿле-пÿле хăйсене килĕшнĕ мероприятисем çинчен каласа параççĕ. Конкурссемпе вăйăсем вара кашни кунах иртеççĕ, вĕсем пурте кĕçĕннисен тавракурăмне анлăлатас, ăс-тăнне пуянлатас, сывлăхне çирĕплетес тĕллевлĕ.

Вожатăсем вĕсен канăвне усăллă ирттерессине пысăк тимлĕх уйăрнă, программăна кунсеренех кăскăл мероприятисем кĕртме тăршаççĕ. Ĕне ракă ачасем чукун çул вокзалĕ çывăхĕнчи пощадьре чăн-чăн Туслăх, Тăнăçлăх уйне «уçрĕç», тĕрлĕ тĕслĕ пурăсемпе асфальт çине хĕвеллĕ, лăпкă, çак пахалăхлă енсем хуçалакан тĕнчене сăнларĕç.  



"Çĕнтерÿ çуле"
23 июня 2009
00:00
Поделиться
;