Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Канашлу иртнĕ

Эрнекун районти аграрисем выльăх апачĕ хатĕрлессине йĕркелес енĕпе семинар-канашлăва пухăннă. Вăл, йăлана кĕнĕ тăрăх,  çулсеренех симĕс ĕççи пуçланас умĕн иртет. Кăçал выльăх апачĕ хатĕрлес тапхăра «Янгорчино» производство кооперативĕ уçрĕ, утă çулма пĕрремĕш тухрĕ. Паянхи кун тĕлне вара пур хуçалăхра та тенĕ пекех хĕрÿ ĕç пырать.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕп специалисчĕсем, ял поселенийĕсен  пуçлăхĕсем К. Маркс ячĕллĕ тата «Юнтапа» ял хуçалăх производство кооперативĕсен уйĕсене тата выльăх-чĕрлĕх фермисене çитсе курнă. Семинар-канашлăва хутшăннисем чи малтанах Çавалкасри сĕт-çу ферминчи ĕç-хĕлпе паллашнă. Кунти ĕне витисенчен пĕрне 2007 çулта юсаса çĕнетнĕ, пĕтĕмпе 5 миллион  тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, çав шутра «АПК» наци проекчĕпе тивĕçтернĕ çăмăллăхлă кредитпа та усă курнă. Кăçал юсав ĕçĕсем тепĕр витере те иртеççĕ. Хуçалăх ертÿçи В.Шумилов пĕлтернĕ тăрăх, 1,2 миллион тенкĕ тăкакламалла.

К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн уйĕсенче те курăк парка та таса ÿсет. Ĕнесем сĕт лайăхрах антарччăр тата унăн пахалăхĕ ÿстĕр тесе хуçалăхра белок нумай культурăсене ÿстереççĕ.  Семинар-канашлăва хутшăннисем, акă, козлятник ÿсекен уйсене çитнĕ май ку культура симĕс масса чылай панине курнă, ăна ÿстермелли технологипе, вăрлăхне ăçта туянма май пуррипе кăсăкланнă.

«Юнтапа» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕç-хĕлне  ĕнтĕ П.Трифонов çамрăк ертÿçĕ йĕркелесе  пырать. Район администрацийĕн представителĕсем палăртнă тăрăх, ку хуçалăхра вăл ертсе пынă тапхăрта лару-тăру лайăх еннелле улшăннă. Техника çĕнĕ мар пулин те, выльăх апатне хатĕрлессипе маттур ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр кунта 400 тонна утă хатĕрленĕ пулсан, кăçал та апат çителĕклĕ пулмалла. Кооперативра культурăсен вăрлăх пахалăхне лайăхлатассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ытти хуçалăхсенче выльăх кăшманне сахалрах ÿстерме тытăнчĕç пулсан, «Юнтапа» хуçалăхра ăна 6 гектар çинче лартса хăварнă, лаптăка 2 хут ÿстернĕ.

Уйсенчи лару-тăрăва пăхса тухнă хыççăн кооперативăн сĕт-çу ферминче семинар-канашлăвăн теори пайĕ иртнĕ. Специалистсем выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçĕн технологине аса илтернĕ тата кирлĕ сĕнÿсем панă, хăрушсăрлăх техникине пăхăнмалли,  выльăхсене чир-чĕртен хÿтĕлемелли пирки  каланă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
23 июня 2009
00:00
Поделиться
;