Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Карçынккана кам вăрланă?

Ĕçпе юрă уявне асра юлмалла кĕрлеттерсе ирттертĕмĕр. Район халăхĕшĕн унта вăйă-кулă та, савăнăçĕ те, чысĕ те, хăтлăхĕ те çителĕклех пулчĕ. Анчах та, шел, çынсем хăйсем валли туса панă уявшăн тав тăвас вырăнне поселок хыснине тăкак кÿчĕç.

Поселок мэрĕ Василий Львов тĕлĕнсе пĕтереймест: тахăш çул Акатуй хыççăн кану паркĕнчен эрешлĕ сак «ураланнă» иккен, кăçал вара - çÿп-çап пăрахмалли пластик корзина.

Ытти çулсенче массăллă уявра паркра контейнерсемсĕр пуçне хут коробкăсем лартса тухатчĕç. Кăçал вара поселок администрацийĕ ятарласа Акатуй валли илемлĕ вунă карçынкка туяннă, культурăллăрах, çынсене меллĕрех пултăр, вĕсем ытти массăллă уявсенче те кирлĕ пулĕç тенĕ. Сăтăр тăвакана çакă хумхантарман, паллах. Хăйне пуйса пултăр - уншăн культура, чыс, тасалăх ăнлавсем ют. Урăхла ниепле те калаймăн.

Алăран тытман та калама хĕн, анчах çак путсĕре паркран кăвак карçынккана йăтса тухнине кам та пулин курнах ĕнтĕ, тен, кÿршисем унăн нĕрсĕрле ĕçĕ пирки мĕн те пулин пĕлеççĕ; Тен, вĕсен витĕмлĕ сăмахĕ унăн совеçне вăратма пултарĕ, карçынккана каялла тавăрма хистĕ?..



"Çĕнтерÿ çуле"
23 июня 2009
00:00
Поделиться
;