Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тивĕçсем ăнлăланнă

        Раççей МЧС-ĕн кăçалхи январĕн 26-мĕшĕнчи 29-мĕш приказĕпе килĕшÿллĕн, патшалăх пушар асăрхавĕ техногенлă паллиллĕ гражданла оборона енĕпе патшалăх асăрхавне йĕркелесе пырать тата пурнăçлать.

Техногенлă паллиллĕ гражданла оборона енĕпе патшалăх асăрхавне пурнăçлас тивĕçе патшалăх пушар асăрхавĕн подразделенийĕсен пуçлăхĕсене тата вĕсен заместителĕсене шаннă.

Раççей МЧС-ĕн кăçалхи февралĕн 16-мĕшĕнчи 65-мĕш приказĕпе министерствăн ĕç тăвакан федераллă органсем, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан власть органĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, организацисем тата должноçри çынсемпе граждансем палăртнă йĕркене пăхăннине асăрхаса тăрассипе çыхăннă административлă регламентне çирĕплетнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 июня 2009
00:00
Поделиться
;