Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хуçăлман ăруран

          Малтан вĕсем Вăрнарти «Тăрнасен фонтанĕ» умĕнче пуçтарăнчĕç.

- Тăрнасем тăван çĕр-шывшăн тунсăхланă... Каллех таврăнаççĕ. Каллех хăйсен пĕрлехи йăвинче тĕл пуласшăн...

Пĕрлехи йăви - Кĕçĕн Кипек. 45 çул каялла çакăнти вăтам шкултан вĕренсе тухса Совет Союзĕн вĕçсĕр анлăшне саланнă. Хăш-пĕрисем: «Эс кам пултăн çак;» тесе пĕр-пĕрне ытамлаççĕ те, пĕр-ик утăм каялла чакса, кăнн! пăхса тăраççĕ. Тĕлĕнмелле ĕнтĕ: чăннипе - ак сана! - шкула пĕр ялтан, пĕр путмартан пĕрле чупнă. «Улшăнатпăр! Сатту  савăнмалăх, астумалăх, ахăрмалăх сăлтав пур...»

Икĕ класри вунпĕрмĕшсенчен, алла яхăн вĕренекенрен, вун улттăн пухăнчĕç. Шкул автобусĕпе кăнтăрла иртни пĕрререн çула тухрăмăр. Пĕтĕм калаçу класс руководителĕ пулнă Вячеслав Афанасьевич Иванов çинчен пырать. Кашнийĕн хăйне май астуни пур. Хаш! та хаш! хурланнă хушăра «Ленин пек, апрельте çуралнăскер, январьте каятăп-ши;» тенине асилчĕç. Вячеслав Афанасьевич, республикăн тава тивĕçлĕ учителĕ, вăйлă физик, математик, паллă педагог, пурнăçран сасартăк тата шÿтлесе (юморĕ енĕпе Никулинпа пĕрехчĕ!) шăпах хăй каланă вăхăтра уйрăлчĕ.

Туçи Мăрат масарĕн хапхинче пире Денис Сергеевич Елизаров кĕтсе илчĕ. Вил тăпри çине чечек кăшăлĕ хутăмăр. Асăнтăмăр. Кунтах эп атте вырăнне хурса хакланă, Мăн Явăш шкулĕнче хамăрăн класс руководителĕ пулнă Георгий Захарович Захаров вил тăприйĕ умĕнче пуçа тайса тăтăм. Совет саманин ылтăнла çынниччĕ вăл. Вăрçă паттăрĕ. Нăйкăшман инвалид. Учитель-отличник. Колхозăн республикăри ятлă-сумлă организаторĕ. 82 çул пархатарлă пурăнчĕ. Апрельте - çуралнă кунĕнче çĕре кĕрсе выртрĕ. Вĕрентÿ хастарĕ Никон Андреевич Андреев пенси çулне тухаймарĕ. «Вĕрентсе-хатĕрлесе», Мăн Явăшри шкул директорне хăй вырăнне мана хăварасшăнччĕ. Шанăçне тÿрре кăларайманшăн каçару ыйтрăм.

Хăнасене йышăнма шкул алăкне, картлаç çине, учительсем, ачасем тухса тăнă. 7-мĕш класри Таня Николаевăпа Артем Михайлов чипер хĕрпе каччăн чăвашла тумĕпе капăрланнă* пĕрин аллисем çинче çăкăр-тăвар, тепри черетĕн кĕрекенсене пыл сăрипе сăйлать.

Шкулпа 45 çул каялла сыв пуллашнисем тарăн çырмаран хăпармалли çÿллĕ сăртра ларакан икĕ хутлă йывăç çуртра вĕреннĕ. Çырма ку енчи кирпĕч çурта çĕнĕ ĕмĕрсене тивĕçтерсе хăпартса лартнă. Классем аслă та çутă. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкула мĕн кирлине йăлтах шута илсе туса çитернĕ. Кабинетсем 14, çав шутра пуянлансах пыракан компьютер класĕ пур. Музей. Шкул ачисен пÿлĕмĕ. Пĕрлехи мероприятисен залĕ. Спортзал. Вĕрентÿ мастерскойĕсем. Библиотека. Столовăй. Интернат. Вĕренÿпе сăнав участокĕнче ачасем улма-çырла, пахча çимĕç туса илеççĕ.

Районти аслăрах шкулсем хушшинче Кĕçĕн Кипекри - виççĕмĕш. «Земство» училищи ячĕпе ăна 132 çул каялла уçнă. Малтан Хусанта учительсен семинарине пĕтернĕ Петр Порфирьев ĕçленĕ. 1890 çулта шкула Иван Яковлевич Яковлев çитсе тĕрĕсленĕ, 4-мĕш класшăн экзамена лайăх тытнисене кĕнекесем парнелесе хавхалантарнă. 1924 çултанпа шкулта 8 çул, 1934-мĕшĕнчен 10 çул вĕрентнĕ. Эпир пырса кĕнĕ çулхине 8-мĕш классем вăтаршар ачапа виççĕ таранахчĕ. 70-мĕш çулсенче шкула 22 ялтан 700-ĕн çÿретчĕç. Кăçал 167-ĕн вĕреннĕ. Учительсем 18-ăн.

Шкул директорĕ Сергей Николаевич Андрианов, учительсем - Роза Васильевна Николаева, Надежда Васильевна Петрова, Людмила Ливиковна Васильева, 5-мĕш класс отличници Татьяна Сниткина хăнасен ячĕпе питĕ интереслĕ экскурси ирттерчĕç, шкулăн ĕмĕрхи кунçулĕпе, паллă педагогсен, кунтан вĕренсе тухнисен пурнăçĕпе кĕскен те курăмлăн паллаштарма пултарчĕç. Олимпиада Сергеевна Степанова, Ираида Ивановна Алексеева пултарулăх ушкăнĕсене илемлĕ концерт кăтартма хатĕрленĕ.

Яри уçă алăклă класа пире кĕтмен çĕртен тенĕ пек тулли хул-çурăмлă пĕчĕк Мĕтри - 2-мĕш класс ачи Митя Сидоров чĕнсе кĕртрĕ. «Ман космонавт пулас килет, - терĕ те, доска пек сарлака экран аяккине куçса тăчĕ. - Сире Хĕвел тытăмĕ çинчен хам пĕлнĕ пек каласа кăтартам-и;» Кинокадрсем вĕлт те вĕлт ылмашăнаççĕ. Миттюкăн хавасă урокĕнче хамăр тахçанах маннă самантсем те, çĕннисем те тĕл пулаççĕ.

Залра, пурте пĕрле чухне, харпăрхăйпе паллаштарчĕç, кам камне пĕлтĕмĕр. Саламлă парнесемпе ылмашăнасси пуçланчĕ. Калас пулать, тĕл пулăва, пуринчен те ытла, 60-мĕш çулсенчи вĕренÿ отличникĕ, комсомолла хĕрÿ ĕçсен хастарĕ, спорт сатурĕ, профессиллĕ инженер-строитель, «Байконур» космодромĕн ветеранĕ, хальхи вăхăтра акционерсен «Северсталь» уçă обществинче эксплуатаци службин пуçлăхĕнче ĕçлекен Эрик Васильевич Васильев полковник пуçарса йĕркеленĕ. Учительсем валли вăл ОАО «Северсталь» парнисене илсе килнĕ. Шкула «Байконур» академилле издани парнелерĕ. Кăçал 11-мĕш класран тухакансене хăйĕн «Дороги в космос начинались на земле» кĕнекине ятуллăн алă тытса валеçрĕ. Çав кĕнекене шкултан 45 çул каялла кайнисем алă пуснă, пĕрлех - Михаил Петрович Шмелев генерал-майорăн ăсчахла-аксакалла пил-халалĕ. Шутсăр ăслă йĕркесем. «Пурнăçăн тĕлĕнмелле пулăмĕ - вăл нихăçан та, никама та йăлăхтармĕ», - тенĕ вĕçĕнче. Космонавт пуласшăн Миттюка космос ассоциацийĕн электронлă кĕнекипе пĕрле шоколад та лекрĕ...

- Мана Раççей Федерацийĕн Госдумăри КПРФ Фракцийĕн порученине пурнăçлама ыйтрĕç, - пĕлтерчĕ Эрик Васильевич. - СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсене туса хунăранпа 90 çул çитнĕ май сирĕнтен тăххăрăшне Асăну медалĕпе наградăланă. Улттăн «90 лет ВЛКСМ» Асăну медальне тивĕçлĕ пулнă.

Наградăланисем: И.Л.Антонов, В.И.Николаев, А.И.Смирнов, И.И.Иванов, С.Н.Андрианов, М.А.Васильев, И.Е.Емельянов, Н.Д.Павлов, П.Т.Тимофеев, С.П.Афанасьева (хăй вăхăтĕнче комсомолăн «а» класри секретарĕ), Н.Н.Иванов (тахçан комсомолăн шкулти хастарĕ), Е.Л.Иванова (хальхи вăхăтра шкул тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ), Д.С.Елизаров (хăй вăхăтĕнче комсомолăн «б» класри секретарĕ), В.П.Павлова, Л.С.Павлова (çамрăксен вожакĕсем). Наградăсен удостоверенийĕсене Госдумăри фракци пуçлăхĕ Г.А.Зюганов, Госдума депутачĕ А.А.Пономарев алă пуснă. Н.Д.Павлова, О.В.Клементьева, О.С.Степановăна чăвашсен Мускавра пурăнакан офицерĕсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» обществăн Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Э.В.Васильевăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен пичетре эпир калакаланă («Ç.ç.» 2008, февраль-22, май-12* 2009, апрель-8, май-8 т.ыт.). Пухура, çапах та, ыйту çуралчĕ: Мĕн вăл - «Северсталь»;

ОАО «Северсталь» - пĕтĕм тĕнчери сăрт-ту-металлурги компанийĕ. Акцийĕсем - Раççей суту-илÿ тытăмĕнче, Мускаври банксем хушшинчи валюта биржинче, Лондонри фондсен биржинче. Компани производствине чĕртаварпа Раççейри предприятисем тивĕçтереççĕ. 2007 çулта «Северсталь» 17,5 миллион тонна хурçă шăратнă. Акцисен пысăкрах пайĕ (82,37Š) Алексей Мордашов гендиректор аллинче. Директорсен канашĕнче вуннăн. Производство дивизионĕсем: «Северсталь Россия сталь» (металлурги комбиначĕ, Раççейри, Украинăри, Великобританири заводсем), «Северсталь Ресурс» (тимĕр руди, кăмрăк, ылтăн кăлараççĕ), «Северсталь Интернэшнл» - Европăри, Çурçĕр Америкăри предприятисем. ОАО летопиçĕ 1940 çултан пуçланать. Никĕсĕ - 1955 çулхи августăн 24-мĕшĕнче çуралнă Череповецри металлурги комбиначĕ. Э.В.Васильев ОАО тытăмĕнче вуннăмĕш çул, Мускавра ларать.

Шÿрпе сĕтелĕ хушшинче, регламентпа картман уçă калаçура, тем тĕрлĕ асилÿ хускалчĕ. Пире, вăрçă умĕнхисене, вăрçă ачисем теççĕ. Кусем - вăрçă хыççăнхи ăруран. Çĕршывăмăрăн çĕнтерÿллĕ хăвачĕшĕн, пурнăçа хамăра çывăх тавралăхра чаплăрах тăвассишĕн мăннисемпе пĕрле чунтан-вартан хавхаланса хастар ĕçленисем. Космоспа çунатланса ÿснисем. Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçисем. Пилĕкçуллăхсен ударникĕсем. Патшалăх наградисене тивĕçнисем. Аслă Çĕршыва тĕнче çÿллĕшĕпе хисепне çĕкленисем. Çутă ĕмĕчĕсене вăрă-хурахла çапса хуçиччен вăтăр çул хушши хăйсене шеллемесĕр тăрăшнă-çке-ха! Малашлăха ĕненнĕ! Пĕрмай вĕреннĕ. Ырнине уямасăр ĕçленĕ. Кусем - курăнать! - влаç тытăмне контра пусмăрланă çулсене ăс-пуçпа та, чун-чĕрепе те йышăнман. «Пире ĕçлеме вĕрентнĕ!» - терĕ Светлана Петровна Афанасьева. Шкулти производство бригадин Совет Союзĕн анлăшне сарăлнă чап-мухтавĕ çинчен калаçса илчĕç. Техникум пĕтерсе, 36 çул тăрăшнă Светлана Петровна Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатĕнче. Халь ку предприятирен кама мĕн усси; Çавна та пĕлейместпĕр. «Алхимик» (хăйне çапла чĕнет) пенсийĕ - пурĕ те сакăр пин. Ельцин арăмĕн пенсийĕнчен çирĕм хут пĕчĕкрех. «Математик, наука çынни пулмаллаччĕ сан!» - терĕç Чăрăшкас Мăратран пынă Владимир Никитич Никитина. «Ăсчахсене, влаçрисене кам çăкăр çитерĕ;» - сăпайлăн хуравларĕ пенсире те улăпла вăй-халлă çĕр çынни. «Колхоза та, совхоза та тĕп турĕç. Ĕмĕр харама кайнăн туйăнать...»

Пăшăрханмалли, куллянмалли, тарăхмалли, ылханмалли тупăнсах пырсан та, пĕтĕмĕшпе пурте вĕсем - маттур оптимистсем. Вун ултă пенсионертан ытларахăшĕ штатра тăраççĕ. Ыттисем килти хуçалăхра тупăш тăвасшăн. Оренбургри Розалия Сидоровна Кудрявцева УВД тытăмне вырнаçнă. Ульяновскри Раиса Ивановна Паршакова - крановщица. Кăçал икĕ хутчен лауреат ятне тивĕçнĕ Вера Михайловна Гурьева Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта математика вĕрентет. Тĕплĕнрех ун ĕçĕ-хĕлĕпе хаçатра паллаштарнăччĕ (Ç.ç., 2009, апрель-30, май-23). Мăн Явăшри Петр Тимофеевич Тимофеев 26 çул çар службинче тăчĕ. СССР МВД тытăмĕн шалти ятарлă чаçĕнче штаб начальникĕн заместителĕ пулчĕ. Отставкăри майор Саратов облаçĕнчи Шиханы хулинче хими çарĕсен арсеналĕнче пай инженерĕнче ĕçлет. Петĕре ачаран пĕлетĕп. СССР спорт мастерĕ (биатлон). Ăмăртусене хальчченех хутшăнать. Шкултанах районти ăмăртусенче малти вырăнсене тухатчĕ. Çемйинче икĕ ача, икĕ мăнук ÿстереççĕ. Пурте вĕсем юрлама-ташлама ăста. Петр Тимофеевич Мăн Явăш таврашĕнче концертпа çитмен ял хăварман, полкри ансамбльте юрланă, ташланă. Хальхи тĕл пулура баян каланипе, чăвашла юрăсем нумай пĕлнипе тĕлĕнтерчĕ. Денис Сергеевич Елизаров çинчен Вăрнар энциклопедийĕнче лайăх çырса кăтартнă. Çапах пĕр виç сăмах каласа хăварас килет. Вăл республикăн тава тивĕçлĕ учителĕ, 1992 çултанпа Йĕпреçри 2-мĕш вăтам шкул директорĕ. 1983 çултан - райсовет депутачĕ, Йĕпреç район депутачĕсен пухăвĕн председателĕ, район администрацийĕн коллегийĕн членĕ. Асилет: «Çапăçма тиветчĕ, Ельцин çулĕсенче эпĕ учительсене ĕç укçисĕр хăварман». Вăт мĕнле çынсем тухнă Кĕçĕн Кипекри вĕрентÿпе воспитани шкулĕнчен! Учительсем Раççейĕпех выçă тытнă, çакăна-çакăна вилнĕ, «челнока» тухнă çулсенче Сергей Николаевич Андрианов директор та пуç усман, коллектива çирĕппĕн сыхласа хăварнă. Учительсен ушкăнĕ ялан пуçаруллă, пултаруллă. Хуçсан та хуçăлман йăх-ăру пиçĕхет ку енчи ĕçпе пĕлÿ лаççинче.

- Аллăмĕш тĕл пулуччен! - кăмăллăн, тăванлăн уйрăлчĕç пухăннисем. Пĕрне пĕри тав туса, çыхăнусене пуянлатма тупа турĕç. Пурнăç çыннисем çирĕп  сăмах татнă чух шкул та пурăнĕ, теессĕм килчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 июня 2009
00:00
Поделиться
;