Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лавкка çаратнă

       Ниçта та ĕçлемен 21-23 çулхи виçĕ çамрăк пĕрле малтанах каварлашса хунă та июнĕн 8-мĕшĕнче каçхине «ĕçе» тухнă. Çакскерсем вăрттăн шухăшпа Вăрнар райповĕн Мăн Турханти лавкки умне çитсе тăнă. Вĕсем  васкавлăн хăйсен киревсĕр шухăшне пурнăçа кĕртме тытăннă. Лавкка тăррине витнĕ шифер листине хăйпăтса чартака кĕнĕ, мачча хăмисене илсе лавкка пÿлĕмне аннă. «Пултаруллă» вăрăсем вăхăта сая ямасăр тустарма пуçăннă. Сĕтел ещĕкĕнче хăварнă 20 пин тенкĕне те хăвăрт шыраса тупнă. Кунпа кăна çырлахман, лавккари витринăсем çинче выртакан пурлăха  та иле-иле тултарнă. Çапла çамрăксем укçасăр пуçне хĕрлĕ эрехпе шампански кĕленчисем, кăлпасси, шоколад, панулми-груша, тĕрлĕ сигарет пачкисем, джемперсем тата ыттине те йăкăртнă - райпона пĕтĕмĕшле  30 пин тăкак кÿнĕ.

Темле вăрттăн «ĕçленĕ» пулин те, ют пурлăха çаратакансем хăварнă преступлени паллисем тăрăх йĕрке хуралçисем вĕсене пурпĕрех çулса илнĕ, вăрланă пурлăха каялла тавăрнă.

Июнĕн 11-мĕшĕнче ирхине ирех хальлĕхе тупса палăртман çын Вăрнарти Ленин урамĕнчи пĕр çурт çывăхĕнчен «Минск» мотоциклпа хăваласа тарнă. Хуçи транспорта пăхса-асăрхаса тăмасăрах хăварнă пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 июня 2009
00:00
Поделиться
;