Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей ял хуçалăх банкĕ - хресченĕн тĕрекĕ

   Раççей ял хуçалăх банкĕпе çыхăну тытни пысăк усă парать. Кредит илсе пурнăç условийĕсене лайăхлатма, ялти производствăна аталантарма пулать. Банк  çинчен çынсене тата тарăнрах пĕлтерес-ăнлантарас тĕллевпе çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче ирхине Шупашкарта, «Раççей ял хуçалăх банкĕн пулăшăвĕ - ял валли» девизпа агитчупу старт илнĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура ЧР Президенчĕ Николай Федоров, ЧР ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Галина Чернова, ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Николай Кириллов уçнă. Чăваш енре кивçен укçа илсе килти хушма хуçалăха аталантарас текенсен йышĕ ÿссе пырать. Республика пуçлăхĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн çăмăллăхлă кредитне тивĕçнĕ 15 пинмĕш çынна - Вăрнар районĕнчи Юпшик Ялтăрари Александр Георгиевич Степанова - тиха парнелени çинчен ĕнентерекен свидетельствăпа чысланă. Хамăр ентеш республикăра палăрни савăнтарать. Банкăн Вăрнар енчи уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă пулни курăнать.

Агитчупăва Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри филиалĕпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ йĕркеленĕ. Ялта ĕçлеме хатĕрленекен студентсемпе пĕрле сумлă хăнасем  çак кунах Вăрнара çитрĕç. Поселокри культурăпа кану паркĕнче район çыннисем чылаййăн пухăнчĕç. Кашниех банк ĕçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме, кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем илме килнĕ.

Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин пурне те ăшшăн саламларĕ, Раççей ял хуçалăх банкĕ тĕнчери кризислă лару-тăрăва пăхмасăр аграрисен, уйрăм çынсен ырă пуçарăвне пурнăçа кĕртессипе хытă тăрăшнине палăртрĕ. Процент виçи пĕчĕк пулни яллă тăрăхра пурăнакансен хастарлăхне ÿстерет. Акă кăçалхи 5 уйăхра 54 çын хушма хуçалăха тĕреклетме 7 миллион тенке яхăн кредит илнĕ.

Банкăн Чăваш енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская сăмах илнĕ май район агропромышленноç комплексне, килти хушма хуçалăха аталантарассипе ырми-канми тăрăшакансене чун-чĕререн тав турĕ. «Хисеплĕ ял ĕçченĕсем! Сирĕн ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама яланах пулăшăпăр - терĕ вăл. И.Письменская вăрнарсем банк пулăшăвĕпе тăтăшах усă курнăшăн ТИКИНЕВА?ене аталантарнё =.ре пысёк т\пе хывнине =ир.плетр.?рпёр=ёсене банк пулёшёв.пе усё курма ил.ртмелли =инчен калар.?сенрайон пуçлăхне Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Агитчупăва çĕртме уйăхĕнче ирттерни ахальтен мар. Ирина Письменская каланă тăрăх, шăпах çак кунсенче Раççей ял хуçалăх банкне йĕркеленĕренпе 9 çул çитет. Çак тапхăрта Чăваш енри агропромышленноç комплексне аталантарма 15 миллиард тенкĕ уйăрнă. Филиал директорĕ банкăн Вăрнарти уйрăмĕ республикăри 19 хушма офис хушшинче малтисен йышĕнче пынине çирĕплетрĕ.

Ăста специалистсем пур çĕрте те кирлĕ. Калас пулать, Раççей  ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри филиалĕ тата ял хуçалăх академийĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме килĕшÿ тунă. Çавна тĕпе хурса çак вĕрентÿ учрежденийĕсенче ял банкирĕсене хатĕрлеççĕ. Çамрăксем банкăн хушма офисĕнче час-часах практикăра пулаççĕ. Агитчупăва хутшăнни вĕсен тавракурăмне аталантарать. Ял хуçалăх академийĕн проректорĕ Александр Шилов ял валли специалистсене 13 специальноçпе хатĕрленине палăртрĕ. Вĕсем хушшинче те банкăн хастар клиенчĕсем, ял бизнесне аталантараканĕсем чылаййăн пулĕç. Раççей ял хуçалăх банкĕн персоналсемпе ĕçлекен департаменчĕн социаллă  пайĕн ертÿçи Светлана Евдокимова яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пурнăçра сулмаклă утăмсем тума сунчĕ.

Ял хуçалăх банкĕн пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников та, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов та тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Сăмахран, аш-какай комбиначĕ çăмăллăхлă кредичĕпе Кăмашри сысна комплексне, Малтикас  Ялтăрари сĕт-çу фермине çĕнетсе улăштарнă, хăватлă оборудовани вырнаçтарнă.

Сцена çине кредит илнĕ 15 пинмĕш çынна та чĕнчĕç. Ирина Письменская Александр Степанова пуçарулăхшăн, çаврăнăçулăхшăн мухтарĕ. Маттур ĕçчен ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине каларĕ. «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче тихаллă пулнишĕн савăнатăп. Малашне те банкпа çыхăну тытăп», - терĕ Александр Георгиевич.

Концерт хыççăн агитчупăва яваплăха туйса йĕркелени витĕр курăнать. Чăваш Республикин халăх артисчĕ Иван Христофоров тата ял хуçалăх академийĕнче вĕренекенсен «Сеспель» ташăпа юрă ансамблĕ куракансене пысăк концертпа савăнтарчĕç. Кашни пултарулăх номерĕ хыççăнах тăвăллăн алă çупни илтĕнсе тăчĕ.

Уявра Раççей ял хуçалăх банкĕ çинчен такмаксем юрлакансен конкурсĕ те иртрĕ. Унта çитĕннисем те, ачасем те хастар хутшăнчĕç. Куракансем такмаксене чăвашла юрлакан Алина Спиридонована (Уйкас Юнтапа) уйрăмах кăмăлларĕç. Пултаруллă библиотекарь конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Алина Спиридонована банкăн Вăрнарти хушма офисĕн управляющийĕ Ирина Кошкина хаклă парне парса чысларĕ.

Агит-чупăва хутшăннисем Чăрăшкас Мăратри Надеждăпа Иван Федоровсен хушма хуçалăхне çитсе курчĕç. Кил хуçисем хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Федоровсем - мал ĕмĕтлĕ, ĕçчен çынсем. Çурчĕ капмар, икĕ хутлă. Федоровсем ял хуçалăх банкĕнчен çăмăллăхлă кредит илсе трактор, плуг туяннă. Вĕсем тăванĕсемпе пĕрле пысăк лаптăк çĕре çаврăнăша кĕртнĕ. Ирина Письменская студентсене, пулас ял банкирĕсене, чăн-чăн харпăрçăсене банк пулăшăвĕпе усă курма илĕртмелли çинчен каларĕ.

Анатолий Кузьмин агитчупăва тухăçлă ирттернĕшĕн тав туса Раççей ял хуçалăх банкĕ яллă тăрăхсене аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывнине çирĕплетрĕ.

 

 

      



"Çĕнтерÿ çуле"
27 июня 2009
00:00
Поделиться
;