Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тайма пуç сире, медицина ĕçченĕсем!

      Тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса тăрăшакансем пысăк ят-сум çĕнсе илеççĕ. Ахальтен мар ĕç çынна мухтава кăларать теççĕ. Хăйсен тивĕçне пахалăхлă пурнăçланăшăн медицинăра вăй хуракансем пуринчен ытла тав сăмахĕ илтеççĕ пулĕ. Ялти фельдшерсем акă Гиппократ тупине асра тытса ир-ирех е сĕм çĕрле чирлисене медицина пулăшăвĕ пама васкаççĕ. «Иккĕмĕш пурнăç» парнелекен - пациентшăн чи çывăх çыннисенчен пĕри пулса тăрать. Е тата «03» номерпе шăнкăравласан шур халатлă аппасемпе пиччесем инкеке лекнисем патне çиçĕмле хăвăртлăхпа çитме тăрăшаççĕ. Пĕрремĕш пулăшу панă  хыççăн йывăр пациентсене район тĕп больницине илсе каяççĕ. Унта яваплă тухтăрсем, медицина сестрисем çынсен пурнăçне çăлассишĕн мĕн пур вăйне параççĕ, çĕрĕпе куç хупмаççĕ...

«Медицинăра тимлекенсен ĕçĕ питĕ йывăр, çапах та халăх сывлăхĕшĕн тăрăшасси таса та пысăк тивĕç, - терĕ Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕ Ольга Михайловна Казакова. - Сывлăх сыхлавĕн тытăмне çĕнетсе улăштарнăран çынсене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтеретпĕр».

«Сывлăх» наци проектне пула район тĕп больницин пурлăхпа техника бази эндоскопи, лаборатори, реанимаци, стоматологи, операци оборудованийĕпе, ультрасасă тĕпчевĕн тата функционаллă диагностика аппарачĕсемпе, ытти медицина хатĕрĕпе пуянланнă, васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан станцин автопаркĕ çĕнелнĕ. Район тĕп больницинче 341 медицина ĕçченĕ вăй хурать. Вĕсенчен 69-шĕ - врачсем. Сывлăх хуралĕнче тăракансем хăйсен пĕлĕвне ттĕреклетсе, квалификацине ÿстерсе пыраççĕ. Ĕçне кура - хисепĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕсем иккĕн - В.Ананьев тата Н.Курманина. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тимленĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята В.Краснов, П.Михайлов, Г.Михайлова, И.Иванова, М.Калачев тивĕçнĕ. Аслă ĕçтешĕсенчен çамрăксем те юлмаççĕ. Акă функционаллă диагностика врачĕ Людмила Владимировна Евстафьева тĕп больницăра улттăмĕш çул вăй хурать. Ăста тухтăра коллектив та, пациентсем те хисеплеççĕ. «Ăшă кăмăлĕпе, çепĕç чĕлхипе сиплет пулĕ», - теççĕ çынсем Людмила Владимировна пирки.

Татьяна Никитина стоматолог та ырă ята ырми-канми ĕçлесе çĕнсе илнĕ. Çынсен шăлĕсем çирĕп пулччăр тесе пиллĕкмĕш çул тăрăшать.

Ачасем - пурнăç чечекĕсем. Кăçалхи 5 уйăхра районта 201 ача кун çути курнă. Сывă пепке çуралтăр тесе Сергей Александрович Ласкин акушер-гинеколог хытă тимлет. Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăннă çамрăк врач этемлĕхĕн черченкĕ çурринчен тав  сăмахĕ тăтăшах илтнипе пачах мухтанмасть.

Район тĕп больницинче вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне пырса тухрăм: çамрăк ăру пархатарлă профессие кăмăллать, йывăрлахран хăрамасть. «Эпĕ кăмăл туртнипе профессие суйласа илтĕм, - пĕлтерчĕ Татьяна Ефремова медсестра та. - Ĕçе хавхаланса çÿретĕп. Поликлиника заведующийĕ Эльвира Аркадьевна Кириллова сĕнÿ-канаш парса пулăшать».

Чир-чĕртен сыхланасси сипленессинчен лайăхрах тесе çирĕплетеççĕ тухтăрсем. «Вăрнар район тĕп больници» сывлăх сыхлавĕн муниципаллă учрежденийĕн тытăмне кĕрекен тĕп район больници, поликлиникăпа пĕрле, Калининăри участок больници, Кульцаври ял амбулаторийĕ, врач офисĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем профилактика мероприятийĕсене анлăн ирттереççĕ. Медицина ĕçченĕсен статйисем те район хаçатĕнче тăтăшах пичетленеççĕ. Сывлăх (пациентсен), çемье, ача кĕтекенсен шкулĕсем уçăлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача-пăча консультацийĕ çумĕнче сывă ача кабинечĕ тухăçлă ĕçлет. Вăл шкул çулне çитменнисен сывлăхне сыхлассипе, вĕсене аталанма, çавăн пекех воспитани пама пулăшассипе профилактика центрĕ шутланать.

Гиппократ тупине асра тытакансене пысăк чыс. Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕ сывлăх сыхлавĕнче тимлекенсене пурне те ăшшăн саламлать, çирĕп сывлăх, ăнăçу, тулли телей сунать.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
27 июня 2009
00:00
Поделиться
;