Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кооператорсене халăх шанать

           Ялсенче пурăнакансене таварпа тата пулăшупа тивĕçтерессипе потребительсен обществин ĕçченĕсем хастар. Кооператорсем суту-илÿре пысăк опыт пухнă, вĕсене халăх шанать тата ĕненет. Акă, Вăрнар райповĕн Çĕрпелти тата Кайри Тукайри лавккисенче тавар ассортименчĕ, коммерсантсеннипе танлаштарсан, самаях пуян, çавăнпа  вĕсенче халăх яланах йышлă. Ырă кăмăллă та сăпайлă сутуçăсем тавар туянма килнисен ыйтăвне хăвăрт тивĕçтереççĕ.

         Людмила Мучкова (ÿкерчĕкре) Кайри Тукайри лавккара çиччĕмĕш çул тимлет. Ял-йышра ырă ят çĕнсе илнĕ. Плансене уйăхсерен ирттерсе тултарать. Çывăх вăхăтра ялти лавккара тавара хăйне хăй тивĕçтерÿ (самообслуживани) йĕркипе сутма тытăнаççĕ.

          Çĕрпелти куллен кирлĕ таварсен лавккинчен те çынсем татăлмаççĕ. Туслă коллектив малтисен ретĕнче, райпора чи лайăххисенчен пĕри. Кунта виççĕн - Елена Кузьмина, Людмила Арсентьева тата Венера Васильева - вăй хураççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 июля 2009
00:00
Поделиться
;