Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тутлă-çке çăкăр-кулачĕ Вăрнарсен çăкăр завочĕн

Вăрнарти çăкăр завочĕ туса кăларакан продукци пахалăхне юлашки çулсенче чăннипех те  ÿстерчĕ. Çăкăр-булка изделийĕсен техĕмлĕ те паха тутине тавар туянакансем те палăртаççĕ, кунта консервланă пулăсене, алкогольлĕ мар напитоксене хапăлласах туянаççĕ.

Завод директорĕ Тимур Федоров хăй ĕçлеме тытăннă малтанхи çулсене аса илчĕ. Кăмакасем аран «сывланăран» коллектив продукци пахалăхĕпе ытлашши мухтанма пултарайман. Пĕрремĕшле планпа çăкăр цехне чĕрĕ сывлăш кĕнĕ - çĕнĕ кăмакасем халĕ çăкăр-булка изделийĕсене тутлăхлă пĕçереççĕ кăна мар, энергоресурссене самаях перекетлеме пулăшаççĕ.

43 çынна пĕрлештерекен коллектив кăтартăвĕсем сумлă. Производство ÿсĕмĕ 104 процентпа танлашать. Потребкоопераци тытăмĕнчи çăкăр завочĕсем хушшинче чи лайăх продукци кăларакана палăртассипе ирттернĕ конкурсра пĕрремĕш кварталта Вăрнарти çăкăр завочĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Вăрнар райпо лавккисене çÿрекенсем, паллах, асăрханă - кăçалтан сентресем çинче вырăнти çăкăр завочĕн çĕнĕ сиплĕ çăкăрĕ, сивĕ чейĕн икĕ сорчĕ, консервланă пулăсем тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕç, халăхăн юратнă продукчĕсем пулса тăчĕç.

Коллектива пысăк ăсталăхлă, пултаруллă, чунпа ĕçе парăннă çынсем чăмăртаннă. Производство заведующийĕ Надежда Асонова акă заводра чылай çул тимлет, çăкăр-булка изделийĕсен пахалăхне, производство «чуппине» тĕрĕслесех тăрать.

Пулă цехĕн мастерĕн Галина Павлован та ĕç стажĕ 20 çул ытла. Ăста специалиста хăй вăхăтĕнче пулă типĕтессипе республикăра çитекен пулман, çавăнпах ĕнтĕ вăл ытти районсенчи ĕçтешĕсем умĕнче пĕрре мар мастер классем кăтартнă.

Напиток цехĕн мастерĕ Валентина Авруйская, тĕп бухгалтер Людмила Великанова, тĕп механик Герман Ливанов та потребкоопераци тытăмĕнче чылай çул.

Халĕ завода реконструкцилессипе тимлеççĕ. Çăкăр цехĕн тăррине юсаса çĕнетессипе пысăк калăпăшлă ĕçсем пыраççĕ. Çывăх вăхăтра мĕнпур цехсем кунта, пĕр тăрă айне, пĕрлешĕç. Пурнăçа кĕртмелли тепĕр пысăк план - алкогольлĕ мар шĕвексене бутылкăсене тултаракан оборудовани вырнаçтарасси. Çак ĕçе пĕр уйăхран кая юлмасăр вĕçлессине пĕлтерчĕ директор.

Сăмах май çакна та каласа хăвармалла, цехсене пĕрлештернĕрен, çăкăр завочĕ напиток цехĕ, директор пÿлĕмĕ тата актовăй зал вырнаçнă 1600 тăваткал метрлă здание  нумай вăхăтлăха усă курма арендăна парать. Кунта мĕнпур хăтлăхсем пур.

Предприятие уралантарма, паянхи çăмăл мар конкурентлăхлă тапхăрта ăнăçлăн аталанма, паллах, çăмăл мар. Акă кредитсене субсидилес система çав тери чăрмавлă. Район, республика бюджечĕсене налук хывакансене влаçрисем ку ĕçе çăмăллăхсем кÿрессипе йышăнусем тусан тем пекех аванччĕ, пăшăрханăвне пытармасть Тимур Владимирович.

Чăваш ен Президенчĕ темиçе уйăх каялла ют çĕртен кÿрекен алкоголь продукцийĕсене хамăр республикăра туса кăларнисемпе улăштарма чĕнсе каланăччĕ. Çак тĕслĕхпе Вăрнарти çăкăр завочĕн çăкăр-булка изделийĕсене, ытти продукцие районти магазинсене вырнаçтарассине нивушлĕ йĕркелеме çук; Хамăр патра мĕн пур нормăна тивĕçтерсе пĕçерекен çăкăр пур çĕртех ку продукцие ытларах ют çĕртен турттарни тĕлĕнмеллерех. Çитменнине, уйрăм предпринимательсен пекарнинче пĕçернĕ çăкăр  изделийĕсенче сывлăхшăн сиенлĕ элементсем пуррине пичет изданийĕсенче, электронлă массăллă информаци хатĕрĕсенче специалистсем пĕрре мар палăртрĕç. Тавçăрма та йывăр мар, вĕсем пахалăха  мар, шута мала хураççĕ-çке. Ыйту майлă татăлсан тем пекехчĕ - çăкăр завочĕн производство калăпăшĕ те ÿсĕ, предприяти çирĕпрех аталанĕ, бюджетсене налуксем ытларах пырса кĕрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 июля 2009
00:00
Поделиться
;