Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял çыннисен хÿтлĕхĕшĕн тăрăшса

Ялта вут-çулăм хаяррăн çунтарма тытăнчĕ-тĕк, ăна путарма, вăйне чакарма çăмăл мар: пĕр хуçалăхра «тустарса» туххăмрах кÿршĕри çурт-хуралтăсем çине сиксе ÿкет, кĕске вăхăтрах пысăк лаптăка çавăрса илет. Тата, инкек тухсан пушар сÿнтерме пултаракан вăй питти арçынсем те пурте тенĕ пекех Мускавра, Санкт-Петербургра е ытти ют вырăнсенче ĕçлесе çÿреççĕ. Вăрнартан пушар сÿнтерекен машинăсем таçти аякри ялсене çитиччен тепĕр йывăç пÿртрен нимĕн те  юлмасть.

Тĕрĕссипе, ку ыйту ытти тăрăхри пекех пирĕн районта та çивĕччисен шутĕнче. Анчах Кĕçĕн Кипекпе Ершепуç тата çывăхри ял поселенийĕсенче пурăнакансемшĕн вăл татăласса шанас килет. Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пуçарнипе тата район администрацийĕ пулăшнипе, кунти ял поселенийĕсем хастар хутшăннипе юнкун Туçи Çармăспа Отиккăвă ялĕсенче Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн уйрăм  посчĕсем уçăлчĕç. Малашне вĕсенче тăватшар пожарникпа водитель кунсерен черетленсе дежурствăра тăрĕç, инкек вырăнне васкавлăн тухса кайса вут-çулăма сÿнтерме хатĕр пулĕç. Кашни постах МЧС-ăн республикăри управленийĕ пушар машинипе тивĕçтернĕ, вырăнти хăй тытăмлăх пушар сÿнтерекенсем валли пÿлĕмсене юсаса çĕнетессине, машинăсене лартмалли çуртсене хатĕрлессине хăй çине илнĕ.

Туçи Çармăсри уйрăм пост, акă, ĕлĕк ял хуçалăх предприятийĕн пушар деповĕ пулнă çуртра уçăлчĕ. 90-мĕш çулсенче вăл юхăнса пĕтнĕ пулнă, халĕ ăна çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Пост ĕçне йĕркелесе пыма, командир пулма Николай Михайлова шаннă. Çĕнĕ команда хăйсем паян тесен паян кирлĕ çĕрте пулăшу пама хатĕррине çирĕплетсе ял халăхĕ тата хăнасем умĕнче пушар машининчен шыв парса çулăма сÿнтерес ăсталăха та кăтартрĕç.

«Паян пирĕн тăрăхра пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ событи пулса иртрĕ, пушар хуралĕ çирĕпленчĕ. Анчах çакă асăрханулăх çинчен манса каймаллине пĕлтермест. Пирĕн чи малтанах пушарсене асăрхаттарассипе ĕçлемелле. Вут-çулăмпа кĕрешекенсен инкек вырăнне сахалтарах тухмалла пултăр, дежурствăсем  те лăпкă иртчĕр», - терĕ  Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Верендеев. Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Петров та уйрăм постсем йĕркеленин тĕп тĕллевĕ хаклă вăхăта çухатмасăр пушара сÿнтерме тытăнасси тата Вăрнартан пулăшу килсе çитиччен вут-çулăма алхасма памасăр хăрушă, пысăк инкексене асăрхаттарасси пулнине палăртрĕ. Юнашар вырнаçнă ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те ку пуçарупа кăмăллă юлнине пытармарĕç - «хĕрлĕ автан» сасă парсан пушар машини вĕсем патне те хăвăрт çитĕ. Паллах, халĕ ĕçĕ нумайрах - шыв илмелли вырăнсем, дежурство пÿлĕмĕсенче ăшă, электричество кирлĕ, çулсене хăть хăш вăхăтра таса та уçă тытмалла т.ыт. те, анчах çакă ял çыннисен лăпкă пурнăçĕшĕн, сыхлăхĕшĕн пĕлтерĕшлине пурте лайăх ăнланаççĕ.

Отиккăвăри уйрăм поста уçма район пуçлăхĕ А.Кузьмин, пирĕн ентеш - Раççей МЧС-ĕн тĕп управленийĕн ертÿçи О.Андреев тата  Чăваш Республикин ВДПО председателĕ С.Сергеева хутшăнчĕç. Кунта та темиçе уйăх хĕрÿ ĕç пынă: гараж валли хăпартма тытăннă çурта поста йышăнма хатĕрленĕ, тăррине витнĕ, урайне те бетон сарнă. Тăватшар пожарникпа водительтен тăракан расчета Леонид Вырсов командир ертсе пырать.

Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин пушар хуралĕнчи ку çĕнĕлĕхсене пирĕн районта чи малтисен шутĕнче пурнăçа кĕртме пултарнишĕн МЧС-ăн республикăри тĕп управленийĕн ертÿçине Олег Андреева тав турĕ. «Пушарсемпе кĕрешессипе, профилактикăпа тимлесех ĕçлетпĕр эпир. Районта пушар хуралĕ вăйлă пулмалла, умри задачăсене тивĕçлĕ пурнăçламалла. Ĕлĕкхи пек ал айĕнчи хатĕрсемпе вут-çулăма чарма çук, халĕ çĕнĕ техника туянма майсем тупмалла. Çапла кăна ял çыннисем хăйсене хÿтлĕхре туйĕç», - терĕ вăл.

Чăн та, республикăри ялсенче уйрăм постсем ĕçлеттерсе яриччен пысăк ĕç туса ирттернĕ. Ăçта уçасси пирки те чылай  канашланă. Район пуçлăхĕсем çаврăнуллă пулнăран, пулăшу кÿнĕрен постсене Вăрнар тăрăхĕнчи çак икĕ ялта уçма йышăнни пирки каларĕ О.Андреев полковник.

Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн уйрăм посчĕсем уçăлнă кун чăн-чăн уявах куçрĕ, пухăннисене Туçи Çармăсра та, Отиккăвăра та Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн «Живи и помни» ансамблĕ концертпа савăнтарчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 июля 2009
00:00
Поделиться
;