Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Футбол çамрăксене пĕрлештерет

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «пуçне çĕкленĕ» ирĕклĕх, ăнланусăрлăх уйрăмах çамрăксен кăмăл-туйăмне хуçрĕ, чунĕсене пушатрĕ, чыссăрлăха, йĕркесĕрлĕхе хăнăхтарчĕ, сиенлĕ йăласен авăрне туртрĕ, вĕсемшĕн пĕрлĕлĕх текен ăнлав ют пулса тăчĕ. Çак тапхăртах ĕнтĕ воспитаниллĕ массăллă мероприятисем, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесси самаях путланчĕ: ял стадионĕсем, спорт площадкисем пушанса юлчĕç, хыт-хура айне пулчĕç...

Юлашки вăхăтра наци сывлăхĕн ыйтăвĕ ахальтен чи çивĕччисен йышне кĕмерĕ ĕнтĕ. Хамăр республикăрах, районта акă сывă пурнăç йĕркине сарассипе, халăха, уйрăмах çамрăксене, массăллă спорт ăмăртăвĕсене явăçтарассипе тĕллевлĕ программăсем хатĕрлерĕç, вун-вун мероприятире влаç тытăмĕнче тимлекенсем, пуçлăхсем ырă тĕслĕх кăтартрĕç.

Районта иртекен ăмăртусенче ял çамрăкĕсен пĕрлештернĕ командисене курма мĕн тери кăмăллă. Эппин, ялсенче хастарсем пĕтмен-ха. Футбол, волейбол вăййисем вара уйрăмах çамрăксене пĕрлештеркен вăйăсем пулса тăраççĕ. Акă Санарпуç, Ярмушка, Çĕрпел, Явăш, Калинино тăрăхĕнчи çамрăксем вырăнта кăна вылямаççĕ, чылай çул районти турнирсене те хутшăнаççĕ. Кăçалхи ăмăртусене ялсенчи çĕнĕ командăсем хутшăннине те ырласа палăртмалла.

Уйкас Кипек ял тăрăхĕнче акă сывă пурнăç йĕркине аталантарассипе йăлана кĕнĕ ăмăртусем темиçе те: Чечняри хирĕçтăрусенче пуçне хунă Александр Кудрявцева, служба вăхăтĕнче пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă патшалăхăн автоинспекци ĕçченне Николай Павлова асăнса ирттерекен волейбол турнирĕсене, ытти ăмăртусене ял çамрăкĕсем кăна мар, кÿршĕлле районти, Шупашкарти спортсменсем те килеççĕ.

Кивçурт Енĕш каччисем те пысăкрах ăмăртусене тухма хатĕрленеççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ вĕсем хăйсем йĕркеленĕ футбол уйĕнче футбола выляççĕ. Кунта аслăраххисене кăна мар, кĕçĕнреххисене те курма кăмăллă. Кăçал вара ял хастарĕсем хăйсем патĕнче ăмăрту та йĕркелеме пултарчĕç. Паллах,  Красноармейски районĕнчи «Пятилетка» тулли мар яваплă общество ертÿçи В.Афанасьев  спонсор пулăшнипе.

Çамрăксен çулталăкне тата Раççейри çамрăксен кунне халалланă турнир Кивçурт Енĕшри, Енĕшри, Уйкас Кипекри тата Туçи Çармăсри яш-кĕрĕме пуçтарчĕ. Чи маттуррисем кил хуçисем пулса тăчĕç. Паллах, кунта çĕнтерÿшĕн выляни те мар, çамрăксенче пĕрлешÿлĕх туйăмĕ хуçаланни темрен паха пулчĕ. Уйкас Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕ Людмила Илларионова çамрăксене сывă пурнăç йĕркипе туслăрах пулма чĕнсе каларĕ.

Çакнашкал ырă тĕслĕхсем ытти поселенисенче те палăраççĕ. Çамрăксене хĕмлентерекен кирлĕ çав, вара вĕсем спорт ăмăртăвĕсене кăна мар, ытти ырă ĕçсене те хаваспах хутшăнĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 июля 2009
00:00
Поделиться
;