Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей финалĕнчен - бронза медальпе

Ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн воспитанникĕ Ирина Львова ирĕклĕ майпа кĕрешессипе кăçал вуншар турнирта çĕнтерÿçĕсен йышĕпе район ят-сумне çĕклерĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ. Раççейри Çамрăксен çулталăкĕ йĕркипе шкул вĕренсе тухакансем хушшинче йĕркеленĕ конкурсăн «Чи лайăх спортсмен» номинаци çĕнтерÿçи. Тăван Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулĕнче ирттернĕ юлашки шăнкăравăн савăнăçлă уявĕнче ăмăртусенче çĕнтернĕшĕн, шкул ĕçне хастар хутшăннăшăн темиçе Хисеп грамотине те тивĕçрĕ.

Нумаях пулмасть вăл Пензăра иртнĕ шкул ачисен спартакиадин Раççей финалĕнчен таврăнчĕ. Ирина унта Атăлçи федераци округĕн пĕрлештернĕ команди йышĕпе тупăшнă. Хăйĕн виçе категорийĕнче вăл виççĕмĕш вырăн йышăнса бронза медале тивĕçнĕ.

И.Львова темиçе çул ĕнтĕ Юрий Григорьевич Львов патĕнче кĕрешÿ ăсталăхне туптать. Паллă тренер хĕрачан спортри малашлăхĕ татат та çутăрах пуласса шанать.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 июля 2009
00:00
Поделиться
;