Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçчен алла ĕç савать

Иван Филиппович Филиппов Туçи Çармăс ялĕнче çуралнă. Ачалăх çулĕсем выçăллă-тутăллă иртнĕ. Апла пулин те Филипповсем нăйкăшман, шав малалла талпăннă. Ашшĕ колхозра утарçăра тимленĕ, амăшĕ колхозра ĕç кунĕсем тунă. Çемьере Ванькасăр пуçсăр тата икĕ ача ÿснĕ. Вăрçă çулĕсенче хырăма тăрантарас тесе çынсен ĕнисене çытарма илсе çÿренĕ. Çăвĕпех иртен пуçласа каçчен утнă çамрăк ача улăх тăрăх.

Шкула кайма вăхăт çитсен ялти çичĕ класлă шкулта вĕренме тытăнать Хĕлип Ваньки (çапла чĕннĕ ăна ялта). 7 класс пĕтерсен малалла вĕренме пÿрмен ăна, укçа-тенкĕ çитсе пыман. Çавăнпа вăл ултă çул хушши лаша пăхнă. Ун аллинче вăтăр лаша ытла пулнă. Хĕлле витере тăрмашнă. Кăштах укçа пуçтарсан, килте пурнăç пĕчĕккĕн майлашăнсан 1962 çулта Канашри 12-мĕш училищĕре механизатор профессине алла илет. Ун хыççăн пĕр çул Тула облаçĕнче трактористра тимлет. Çулталăкран яла таврăнать. 20 çул хушши Суворов ячĕллĕ колхозра трактористра тăрăшать.

Чăн-чăн çĕр ĕçченĕ вăл Иван Филиппович. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр, хĕлĕн-çăвĕн тăрăшнă вăл колхоз уй-хирĕсенче. Çирĕм çул хушшинче миçе пин гектар çĕр сухаламан-ши вăл; Шуртан ялĕ çывăхĕнчи уйра уйрăмах сахал мар тар тăкнă вăл хăйĕн юлташĕпе. Правительство пысăка хурса хакланă вĕсен çăмăл мар ĕçне. СССР Президиумĕн Аслă Канашĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 1976 çулта Иван Филиппович Филиппова Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Çак пысăк награда тата хастартарах ĕçлеме хистенĕ. Хисеп хучĕсемпе грамотисене те шутласа пĕтерме çук.

Иван Филиппович сăпайлă çын, вăл хăйĕн наградисемпе мухтанмасть. «Ман вăхăтри çынсем пурте манашкалах çанă тавăрса ĕçленĕ, вĕсем пурте хисепе тивĕç», – тет вăл. Хальхи вăхăтра çĕрсем ахалех выртнине курсан чунĕ ыратать унăн. «Çĕр пире тăрантарать, çавăнпа та пирĕн ăна хисеплемелле, пăхмалла», – тет.

Тракторпа кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлени сывлăхĕшĕн сиенсĕр иртмен Иван Филипповичшăн. Аллисем çывăрса ларма пуçланă, сылтăм алă пÿрнисем ĕçлеме пăрахнă. Хурçă утпа уйрăлма тивнĕ, вăкăрсем пăхма тытăннă. «Ĕçчен алла ĕç савать», – тенĕ пек, ку ĕçре те хăйĕн тăрăшулăхĕпе палăрать И.Филиппов. Вăкăрсем кунран-кун ÿт хушаççĕ, колхоза тупăш параççĕ. Килти хуçалăхра та выльăхсем усрать, вĕлле хурчĕсем те тытать.

Халĕ Иван Филиппович хăйĕн мăшăрĕпе килти хуçалăхра тăрмашса пурăнать. Çамрăках мар пулин те икĕ ĕне усраççĕ, пахчара хăйсем тунă пĕчĕк кÿлĕре хур-кăвакал ÿстереççĕ. Килĕ-çурчĕ çирĕп, аякранах курăнать. Урамранах çак кил-çуртра хуçалăха çирĕп тытса пыракан çынсем пурăнни палăрать. Çамрăксене ырă канашсем парса, хăй мĕн пĕлнине вĕрентсе хăварма тăрăшать хисеплĕ ватă çын.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июля 2009
00:00
Поделиться
;