Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Атте ытамне астумастăп...

Нумаях пулмасть Юля аппапа чылай вăхăт хушши калаçса лартăмăр. Пĕр пытармасăр, пĕр хушмасăр хăйĕн пурнăçне аса илчĕ вăл.

Чăрăш Ишекре унăн ашшĕне Унтри Захарĕ тесе чĕннĕ. Тĕреклĕ те çÿллĕ кĕлеткеллĕ Захар нимĕнле йывăр ĕçрен те пăрăнса тăман. Тулли тырă миххисене икĕ сулăмлă аллисемпе пĕчченех куçарама пултарнă, каччăсемпе вăй виçнĕ чухне пурне те хăй айне тунă, çав тери ырă кăмăллă пулнă. Вăрçă умĕнхи çулсенче Захар Андреевич Пĕнерти вăрман пунктĕнче ĕçленĕ. Вăрăм алă пăчкипе юлташĕсемпе йывăçсем ÿпĕнтернĕ, сыпăланă, вутă хатĕрленĕ. Тÿрĕ ÿснĕ юман вуллисенчен кĕрешсем хатĕрленĕ, вĕсене лашапа чукун çул хĕррине турттарнă, вакунсем çине тиесе аякри вырăнсене ăсатнă. Çапла ĕçлесе пысăк çемьене тăрантармалла пулнă Захар пиччен, ашшĕн кивелнĕ улăм витнĕ пÿртне юсама йывăç, чус-хăма хатĕрленĕ. Канмалли кунсенче Пĕнертен тăван килне таврăнсан малтанхи тăватă ывăл хыççăн çуралнă сăпкари пĕчĕк Юльăна ыталаса тĕкĕленĕ мачча кашти патне çити çĕкленĕ, хĕрача çуралнăшăн савăннă. «Çакна пĕтĕмпех мана анне каласа кăтартатчĕ», – калаçăва вăраха куçарчĕ Юля аппа.

Хăрушă вăрçă пуçлансан тепĕр икĕ эрнеренех ун ашшĕне Нурăсри çар комиссариатне чĕннĕ, вăрçа каймалли çинчен хут тыттарнă.

Килтен тухса кайнă чухне Захар Андреевич юратнă пĕчĕк кĕлеткеллĕ мăшăрĕпе, тăватă ывăлĕпе сыв пуллашнă, сăпкари пĕчĕк Юльăна ыталаса йăтса çÿренĕ, çав тери хурланнă, ку вара юлашки хут пулнă, яланлăхах тăван ялтан тухса кайнă. Çаксене аса илсен Юля аппан кăвак куçĕсем йĕпенчĕç, куççульпе тулчĕç, пĕркеленме те тытăнман илемлĕ пичĕ тăрăх унăн кăмăлĕ пăсăлни сисĕнчĕ. «Эпĕ атте ытамне астумастăп, унăн сăн-питне те пĕлместĕп», – тесе тарăннăн сывласа илчĕ те йĕпеннĕ питне тутăрпа шăлса илчĕ вăл. Тепĕр икĕ уйăхран Захар Андреевич Андреев Совет Союзĕн никама пăхăнманлăхĕшĕн нимĕç фашисчĕсемпе пыракан вăрçăра пуçне хуни çинчен пĕлтерекен хут килет. Пăраски инке урамрах ним пĕлми пулса çĕр çине ÿкет, Захарăн улттăмĕш ачине кĕтнĕ вăл. Çÿреймен амăшĕн пилĕк ачине темиçе кун хушши Захарăн йăмăкĕ Елена (вăл халь те пурăнать) асăрхаса пурăнать. «Анне пире ĕçе вĕрентнĕ. Пиччесем колхозра ĕçлеме тытăнчĕç, эпĕ хурсем пăхаттăм», – аса илет Юлия Захаровна.

Вăрçă вăхăтĕнче вăйсăрланнă колхоза ура çине тăратнă, ĕçленĕшĕн тырă, улăм çителĕклĕ илме тытăннă ĕçченсенм. Колхоз пуçĕнче вăл вăхăтра Семен Валерианович Валерианов тăнă.

16 çула çитнĕ ĕçчен хĕрачана колхоз председателĕ асăрханă, фермăна ĕне сума илнĕ. 35 çул хушши пĕр канмасăр тимленĕ Юлия Захаровна. Вăл хăйĕнчен хăй тĕлĕнет. «Ман алăсем урлă çĕршер тонна сĕт тухнă, çĕршер пăрăва ÿстерсе ĕне тунă хăй вăхăтĕнче эпир», – савăнать Юля аппа.

Кунти ферма çинчен ырă ят Шупашкара çитиех сарăлнă. «Мĕн тăвăн – тунине пĕтерме çăмăл. Халь вара Шĕнер тăрăхĕнче колхоз та, ферма таврашĕ те çук. Аялти пуçлăхсем аркатрĕç, çÿлтисем асăрхамарĕç, районти темиçе хуçалăх йĕркеллĕ ĕçлеççĕ те вĕсемпе кăна мухтанаççĕ», – хытах пăшăрханать.

Юля аппа халь Шĕнер Ишекре пĕчченех пурăнать. Упăшки хăйне йĕркесĕр тытнипех вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Çыннăн тирпейлĕхĕ хапха умĕнченех курăнать, çĕнĕлле лартнă тимĕр хапха урама илем кÿрсе тăрать. Кил картинче пур япала вырăнта, чăх-чĕп усрать, сурăхсем те хăйне валли çителĕклĕ унăн. Çулсенче пулин те хурт-хăмăрпа ĕçлеме ÿркенмест.

Юлия Захаровна Козлова утă уйăхĕн варринче 70 çул тултарать, анчах сăнран пăхсан ăна çак çула çитнĕ тесе калас çук, тирпейлĕ тăхăнать, таса çÿрет. Пуринпе те кăмăллă, çынна йывăр каласа нихăçан та кÿрентермен вăл. Унăн икĕ хĕрĕ те мăшăрланнă, йĕркеллĕ пурăнаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июля 2009
00:00
Поделиться
;