Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Килĕшÿ – çемье телейĕ

Килĕшÿ – çемье телейĕ

– Çамрăклăх тимĕр çинчи пăрçа пек иртрĕ,– çапла каларĕ те Анна Аркадьевна куççулĕпех йĕме тытăнчĕ. Аса илÿ ытла та хурлăхлă пулнăран, ачалăх, çамрăклăх вăхăчĕсем ытла та йывăр килнĕрен. Мăшăрĕн те, Николай Ивановичăн, кун-çулĕ çăмăл пулман. Апла пулин те пурнăç вĕсене кăмăл-туйăмпа хаярлатман, сивĕтмен. Пачах урăхла, йывăр самантра туптаннă юратупа килĕшÿлĕх ĕмĕр тăршшĕпех пулăшса пынă.

Ванюшинсем çине пăхатăн та вĕсем чăнахах та юрату тĕслĕхĕ пулнине ĕненетĕн. Çур сăмахран, куçран пăхса пĕр-пĕрне ăнланни сисĕнет. Калаçăвĕнче – пурнăç ăслăлăхĕ, килĕ-çуртĕнче – тăрăшулăх, кушăрханă аллисенче ĕçченлĕх палăрать... Çур ĕмĕр пĕр сăмахран пурăнаççĕ вĕсем, ыранхи аслă уявра вара – Питрав кунĕнче – ылтăн туя паллă тăваççĕ, хăна-вĕрле пуçтараççĕ.

– Атте уссине курманран-ши, хама нăйкăшса ларнине пачах астумастăп. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕ те паян кун та вăл алăран каймасть-ха, сывлăхĕ кăна хавшарĕ,– тет Анна Аркадьевна шухăшĕсемпе çамрăклăха таврăнса.

Тăраниччен çывăрман, ирхи шуçăмран маларах вăранса лаша кÿлнĕ те ĕçе васканă... – акă мĕнлерех кĕрсе юлнă ун асне ачалăх вăхăчĕ. Çулла кĕлтесем турттарнă, кĕркунне çĕр улми кăларнă, вăрман турттарнă, ытти ĕçсене тунă. Алă ларнăран колхоз урхамахĕсене ăна ытларах шанса панă. Ялта хисепрех пулнă ĕнтĕ, ахальтен мар лашапа тумалли ĕçсене ял çыннисем ăна илсе кайма тăрăшнă. Амăшĕ тата мĕнлерех хĕпĕртенĕ. Икĕ ачана пĕчченех çитĕнтерекеншĕн аслă хĕрĕ арçын вырăннех пулнă-çке, ун ĕçченлĕхне пула тăрпаран тĕтĕм те тухма пăрахман, кĕлете тырри-пулли те кĕнĕ. «Çамрăк вăхăт Машавăш, Пăкăян, Танвар, Авруй вăрманĕсенче ĕçлесех иртрĕ,– тет вăл халĕ ассăн сывласа. – Шел, вăхăтĕнче хутла йĕркеллĕ вĕренеймерĕм кăна, анне укçа шутне тата алă пусма пĕлен тесе шкула ямарĕ».

Анна Аркадьевна ĕмĕрĕпех уй-хир бригадинче вăй хунă, Хисеп грамотисемпе парнесене чылай тивĕçнĕ.

Николай Иванович та тăлăххăн çитĕннĕ. Ашшĕне вăл пачах та астумасть тесен те тĕрĕс. Вăл 40-мĕш çулта чахоткăпа чирлесе вилнĕ, Вăрнарти хими завочĕн бухгалтеринче тимленĕ пулнă. Ванюшинсем тăваттăн çитĕннĕ, аслăрах тăватă ачи пĕчĕклех вилнĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче Николай Иванович шкулта вĕреннĕ, анчах та вĕсене те, шăпăрлансене, нимĕнле ĕçрен те хăварман. Выç хырăмла пайтах çÿренĕ, сивĕ çуртра сахал мар хытăрканă, пыйти-чирне ытлашшипех курнă. Мĕнле чăтнă-ши тулĕк; Амăшĕ чирле пуçласан унăн та хутла вĕренессине пăрахăçлама, пуçĕпех ĕçе кÿлĕнме тивнĕ.

– 1947 çулхи июльте уйран медальпе таврăнтăм, вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн яла килсех чысларĕç, – аса илет Николай Иванович. Çак çулах амăшне шалкăм çапнă, икĕ çултан вăл пурнăçран та уйрăлса кайнă. Аккăшĕ ку вăхăтра хăй те çемьеленнĕ, çавăнпа та йăмăкĕпе шăллĕне ура çине тăратма пулăшасси пĕтĕмпех пиччĕшĕ çине тиеннĕ. Юрать, тăлăхсене колхоз пăрахман, пулăшу кассинчен пулăшу килсех тăнă.

Салтак пăттине Николай Иванович Германи çĕрĕ çинче çинĕ. Н.Хрущевăн çар служби вăхăтне кĕскетмелли указĕпе вара вăл, тăлăх пулнине кура, яла маларах, икĕ çул та тăватă уйăхранах, таврăннă. Шăп çак вăхăтра çамрăксене комсомол путевкипе çерем çĕрсем пăсма илĕртнĕ. Ванюшин та малтанах заявлени çырасшăн пулнă, анчах та капла ашшĕ килĕнче тĕтĕм сÿнме пултарнине ăнланса тăван тăрăхрах юлма шутланă. Çитменнине, улăм витнĕ пÿрчĕ пĕр кĕтесрен çĕрме те пуçланă.

Николай Ивановичăн та пĕтĕм пурнăçĕ «Янгорчино» колхозпа çыхăннă. Çартан таврăнсанах скотника вырнаçнă, çулла весовщикра, йĕтем çинче ĕçленĕ. Кĕçех ăна бригадира суйланă. «Колхозăн çĕрсе кайнă çĕр улмишĕн чутах тĕрмене лекмерĕм», – халь кăшт кулкаласа аса илет вăл. Анчах та вăл вăхăтра айăпсăрах айăплама хăтланни ун пурнăçне те пĕтерме пултарнă вĕт. Çак пăтăрмахпа ĕçрен кăларсан вăл рядовойсен шучĕпе вăй хунă. Анчах нумайлăха мар, ăна каллех бригадира, кăшт вăхăтран ферма заведующине лартнă.

1968 çулта ăна ĕçри пысăк кăтартусемшĕн Мускава Пĕтĕм Раççейри халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне кайма тивĕçнĕ. Кунта ăна ВДНХ-н кĕмĕл медалĕпе чысланă.

– Ĕçленĕ вăхăтрах каçхи шкулта пĕлĕве анлăлатрăм. Ачамсем умĕнче намăс курас килмерĕ, хам та ним те пĕлмесен вĕсене мĕнле ăс-тăн парăн-ха;– аса илет ĕç ветеранĕ. Малтан сакăр, унтан 9–11-мĕш классене пĕтернĕ, трактористсен курсĕнче пĕлÿ илнĕ.

Николай Ванюшин çичĕ çул ытла Çĕрпел ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче (1971–1976, 1989–1990) вăй хунă. Ку вăхăтрах Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлĕвне анлăлатнă, хыççăн колхоза ĕçлеме куçнă. Тĕп агроном тыр-пул тухăçлăхне ÿстерессине сумлă тÿпе хывнă. Вунă çул ытла партком секретарĕнче (1979–1988, 1990) тимленĕ. Çак çулсенче ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Тĕрĕссипе, Николай Ивановичăн Хисеп грамотисемпе медальсем, Тав çырăвĕсем темĕн чухлех.

Хăйĕн çитĕнĕвĕсемшĕн Николай Иванович пĕтĕмпех юратнă мăшăрне, Анна Аркадьевнана, тав тăвать. Вăл пулмасан, тен, манăн пурнăç та çапла çутă пулмастчĕ пулĕ, тет. Çемье пуçĕнче çирĕп тăнă пулин те унран ыйтмасăр-канашламасăр пĕр ĕçе те пуçăнман арçын. Çак ĕнтĕ вăл – чăн-чăн çемье телейĕ, кил-çурт илемĕ.

Ванюшинсем хăйсен ĕмĕрĕнче виçĕ пÿрт лартнă, пĕр хĕрпе тăватă ывăл пăхса çитĕнтернĕ, тĕрĕс воспитани панă. Надя Шупашкарти 31-мĕш шкулта директор çумĕнче ĕçлет, математикăна вĕрентет, Герман Мускавра тĕпленнĕ, инженер-программист, Леонид районти ял хуçалăх управленийĕнче тĕп агрономра нумай çул ĕçленĕ, Вячеслав – «Янгорчино» хуçалăх председателĕн çумĕ, Валерий хутăш препаратсен заводĕнче тăрăшать. Анна Аркадьевнапа Николай Иванович паян ачисемпе, ултă мăнукĕпе куç тулли савăнаççĕ, вĕсене пурнăç вăрттăнлăхĕсене вĕрентсех пыраççĕ.

– Çирĕп çемье чи малтанах хисеп çинче никĕсленет. Эпир ку таранччен пĕр-пĕрне чунсем сивĕнмелли сăмахсем каласа курман, хуйха-суйха яланах пĕрле пайланă. Ку санăн ĕç, ку манăн тесе пĕрре те уйăрман. Пĕтĕмпех пĕрле тунă, пĕр-пĕрне пулăшса пынă,– тет çемье пуçĕ.

Ванюшинсен çутă та пысăк килĕнче хăтлăх, килĕшÿпе ăшпиллĕх хуçаланать. Хăнасене тараватлăн кĕтсе илеççĕ вĕсем, пăхма пĕлеççĕ. Ял-йышра çав тери ырă ятра, çамрăксемшĕн – ырă тĕслĕхре. Çакăн пек çемьесем ытларах пулсан, çĕршыв тата та тĕреклĕрех пулĕччĕ те...



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июля 2009
00:00
Поделиться
;