Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Конкурссенче – ял пуçлăхĕсем

Иртнĕ шăматкун Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ялĕ çывăхĕнче Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен пуçлăхĕсен кунĕ пулнă. Унта пирĕн районти ял-хула поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе представителĕсем те хутшăннă, çичĕ грамота çĕнсе илнĕ.

Кульцав ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Бурмистрова утă çулассипе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Калинино, Çавалкас тата Упнер ял поселенийĕсен представителĕсем вара «Хресчен хуçалăхĕ» конкурсра вутă татассипе пысăк ăсталăх кăтартнă.

Вăрнар хула поселенийĕн ĕçченне Л.Викторована чупас, ишес, пăшалтан перес енĕпе ăмăртас шăпа тухнă. 500 метрлă дистанцие вăл иккĕмĕш чупса тухнă.

Мăн Явăш ял поселенийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан Н.Иванов вара автомобильпе фигурăсем туса ярăнассипе пуринчен те ирттернĕ, пĕрремĕш пулнă. Волейболла выляса хĕрарăмсен команди пĕтĕмĕшле зачетра иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Калинино, Уйкас Кипек ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Л.Ивановапа Л.Илларионова тата Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн специалисчĕ Г.Илларионова юрлас-ташлас конкурсра пысăк ăсталăхпа палăрнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июля 2009
00:00
Поделиться
;