Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕр-пĕринпе хутшăнма-çыхăнма пулăшатпăр

Пĕр-пĕринпе хутшăнма-çыхăнма пулăшатпăр

Кашни çулах, июлĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче, почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем Раççей почтин кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл июлĕн 12-мĕшне килет. Вăрнарти почтамт коллективĕ профессиллĕ уява мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илет; Çак тата ытти ыйтусем çине почтамт пуçлăхĕ Геннадий Петрович НИКИТИН хуравлать:

– Тÿрех каламалла, Раççей почтин кунне эпир ĕçри ÿсĕмсемпе паллă тăватпăр, кăтартусем япăх мар. Пĕлетĕр: виçĕ çул каялла Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене пĕр йыша пĕрлештернĕ. Çавна май халĕ Вăрнар почтамтне почта çыхăнăвĕн 40 уйрăмĕ кĕрет. Пирĕн коллективра икçĕре яхăн çын тимлет. Вĕсем паянхи экономика тĕлĕшĕнчи кăткăс лару-тăрура çухалса каймарĕç, пурнăç кăларса тăратнă çĕнĕ тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пырас тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума, почта пулăшăвĕн çĕнĕ те çĕнĕ тĕсĕсене ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ.

Çапла, коллектив кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 12 миллион та 365,7 пин тенкĕлĕх тупăш илчĕ, ку кăтарту планпа пăхнинчен 80,1 пин тенкĕ ытларах. Тупăш ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 116,6 процентпа, е 1 миллион та 757,7 пин тенкĕпе, танлашрĕ. План-заданисене почта çыхăнăвĕн 33 уйрăмĕ ăнăçлă пурнăçларĕ. Вăрнар районĕпе илес-тĕк, кал-кал ĕçлесе пыракан, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартакан почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсене палăртса хăварас килет. Акă, Аçăмçырминчи (пуçлăхĕ – Лариса Григорьевна Петрова), Калининăри (Маргарита Ивановна Андреева), Услапари (Марина Алексеевна Андреева), Çĕрпелти (Людмила Ивановна Мучкова), Енĕшри (Антонина Анатольевна Кудрявцева), Вăрнарти 4-мĕш (Алина Александровна Андронкина) почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсен коллективĕсем план-заданисене уйăхсерен ирттерсе пурнăçлаççĕ.

– Геннадий Петрович, çĕршывра рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕ пуçлансан, почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем те кăткăс лару-тăрăва лекрĕç, çавна май пурнăç вĕсене йăлана кĕнĕ пулăшусемсĕр пуçне тата çĕнĕ майсем-мелсем шыраттарать...

– «Раççей почти», паллă ĕнтĕ, – патшалăх предприятийĕ. Вăл патшалăхшăн социаллă пысăк ĕç пурнăçлать: халăха пенси, пособисем, хаçат-журнал çитерсе парать. Тĕрĕсех, рынок хутшăнăвĕсем почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене те çаврăнăçуллăрах пулма хистеççĕ. Çавна май Раççей почтин ырă йăлисене манăçа хăвармасăр тивĕçтерÿпе пулăшăвăн çĕнĕ тĕсĕсене хăюллăн пурнăçа кĕртмелле. Ку енĕпе, чăн та, сулмаклă утăмсем тунине палăртма кăмăллă.

Калăпăр, эпир халĕ хамăрăн клиентсене 118 тĕрлĕ пулăшу паратпăр. Сăмахран, почта çыхăнăвĕн кирек хăш уйрăмĕнче те коммуналлă тивĕçтерÿшĕн тÿлеме, страховка тутарма, лотерея билечĕсем, халăха кирлĕ таварсем туянма, Кибер-Плат урлă кĕсье телефонĕн счечĕ çине укçа хума пулать. Ку кăна-и; Акă, коллективлă кĕрсе тухмалли пунктсенче – вĕсене кашни ял поселенийĕнчех уçнă – кăмăл пуррисем Интернета кĕме, электронлă почтăпа усă курма т.ыт.те пултараççĕ. Кăçалтан, «ВолгаТелекомпа» килĕшÿ тунă май, эпир çыхăну пулăшăвĕшĕн те тÿлевсем йышăнма тытăнтăмăр.

Е тата, халĕ укçа-тенке почта урлă çĕршывăн кирек хăш кĕтесне те темиçе минут хушшинчех çитерме пулать. Вестерн Юнионпа ют çĕршывсене е вĕсенчен укçа куçарма питĕ меллĕ. Калăпăр, «Раççей Почти» «Кодак» фирмăпа тунă килĕшÿ икĕ енĕшĕн те, çавăн пекех çынсемшĕн те, лайăх. Клиент цифрăллă фотоаппаратпа ÿкернĕ кадрсене коллективлă кĕрсе тухмалли пунктран Интернет урлă Шупашкара ăсатать те хатĕр сăн ÿкерчĕксене икĕ кунтан алла илет.

– Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем пурнăç таппинчен юлмаççĕ терĕмĕр. Çапах та çынсенчен ытларахăшĕ сирĕн ĕçе килĕрен киле çÿресе юратнă хаçат-журнала вăхăтра валеçсе çÿрекен, аякран тахçантанпа кĕтнĕ çырăва е пенси укçине парса хăваракан ырă кăмăллă почтальонпа çыхăнтараççĕ.

– Çапла, почта çыхăнăвĕ унчченхи пекех паян та çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнмалли-çыхăнмалли йÿнĕ, шанчăклă та ансат хатĕр пулса тăрать. Çакна манар мар: почта – çыхăнăвăн чи малтанхи çăлкуçĕсенчен пĕри, вăл телефон тата Интернет шутласа кăларичченех халăхсемпе çĕршывсене пĕрлештерсе тăнă. Çавăнпа та эпир пирĕн умĕн ĕçленисен мухтавлă йăлисене шанчăклăн малалла тăсасшăн.

Хаçат-журнал тенĕрен, вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче çĕршывра тухса тăнă пысăк йывăрлăх-пăтăрмахсене пула халăх периодика пичетне çырăнса илме пăрахрĕ. Уйăхĕ-уйăхĕпе ĕç укçи, пенси укçи тÿлемен, чылайăшĕ ĕçсĕр тăрса юлнă тапхăрта чун апачĕ манăçа тухнăччĕ. Мĕнех, паян ку енĕпе хăш-пĕр ырă улшăнусем пурри, çынсем майĕпен хаçат-журнал вулама хăнăхса пыни савăнтарать. Акă, эпир кăçалхи ултă уйăхра халăха 33070 экземпляр çырăнтарма палăртрăмăр, 956 экземпляр ытларах сарăлчĕ. Ман шутпа, халĕ чылайăшĕ районта, республикăра тухса тăракан хаçатсемпе журналсене çырăнса илме пултаратех.

– Геннадий Петрович, хаçатсем пирки сăмах пуçарнă май, – кăтартусем паллă терĕр – пĕлес килет: «Çĕнтерÿ çулне» ăçта ытларах çырăнса илнĕ;

– Çак ыйту пулатех тесе шутланăччĕ. Мĕнех, савăнтарма пултаратăп: «Çĕнтерÿ çулне» хальхинче те ытларах çырăннă. Кăçалхи январь тĕлне пулнинчен тата 175 экземпляр хушăнчĕ. Калăпăр, виçĕ çул каялла район хаçатне почта урлă 1700 экземпляр сарнă пулсан, кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен ăна 2700 килте е предприяти-организацире илсе тăма тытăнчĕç. Акă, почта çыхăнăвĕн Çĕрпелти уйрăмĕн ĕçченĕсем «Çĕнтерÿ çулне» 220 экземпляр, унчченхинчен 40 ытларах, сарнă. Ершепуç тăрăхне район хаçачĕ халĕ 184 экземпляр пырса тăрать. Почта çыхăнăвĕн Калининăри уйрăмĕнче (М.И.Андреева) ăна 157 экземпляр, Пăртасри уйрăмĕнче (Н.А. Викторова) – 140, Хапăсри уйрăмĕнче (Н.Г.Николаева) 123 экземпляр сарнă. Вăрнар поселокĕнче (почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.Г.Ваньева) унччен 250–300 экземпляр илсе тăнă пулсан, халĕ – 500-е яхăн. «Çĕнтерÿ çулне» кашни пин çын пуçне сарассипе почта çыхăнăвĕн Кушар Юнтапари (Л.М.Антонова), Мăн Явăшри (С.А.Аршуткина) тата Çĕрпелти (Л.И.Мучкова) уйрăмĕсем малта.

Уйрăм почтальонсем хушшинче те чи маттуррисене ятран калама пулать. Акă, В.Васильева (почта çыхăнăвĕн Çĕрпелти уйрăмĕ) «Çĕнтерÿ çулне» 95 экземпляр сарнă. Çавăн пекех О.Ластухина (Çĕрпел) – 77 экземпляр, Е.Игнатьевапа (Вăрнар) Т.Лапташкина (Хапăс) – 72-шер, З.Максимова (Вăрнар) – 70, В.Тимофеева (Ершепуç) – 67, Г.Трофимова (Вăрнар) 61 экземпляр çырăнтарнă.

– Пирĕн хаçата халăх хушшинче сарма пулăшнăшăн сире, уйрăмах почтальонсене, чĕререн тав тăватпăр, уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр. Почтальонсен ĕçĕ пархатарлă, çав вăхăтрах йывăр...

– Тавтапуç. Тĕрĕсех, почтальонсене пĕртте çăмăл мар. Ĕçе чунтан-чĕререн юратакансем, ăна парăннисем кăна почтальонта тĕпленсе ĕçлеççĕ, вĕсене çынсем те хисеплеççĕ. Почтальон ялан куç умĕнче, унăн ĕçне халăх хаклать. Çавăнпа вĕсен ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек пулмалла. Ăнăçу халăхпа килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче. Теприсемшĕн, тĕпрен илсен, пĕччен пурăнакан ватăсемшĕн, почтальонпа тĕл пулса чуна уçса ăшшăн калаçни те теме тăрать. Çавăн пеккисем вара пирĕн йышра чылай. Вĕсем – Л.Степанова (Вăрнар), М.Петрова, Н.Григорьева, Л.Мордова (почта çыхăнăвĕн Аçăмçырминчи уйрăмĕ), Е.Николаева, Л.Филиппова, Е.Андреева, З.Константинова, Н.Григорьева (Калинино), Е.Сергеева, З.Абакумова (Услапа), И.Иванова, Р.Архипова, И.Егорова, Г.Данилова (Енĕш), В.Васильева, Н.Коршунова, О.Ластухина (Çĕрпел), С.Белова, О.Бардасова (Вăрнарти 4-мĕш) почтальонсем.

Пытармăпăр, почтальонăн ĕç укçийĕ те пысăк мар. Унăн йĕпе-сапара та, шартлама сивĕре те, шăрăхра та çынсем патне çитмелле. Çавăнпах тепĕр чухне кадрсем енĕпе йывăрлăхсем те пулаççĕ. Акă, унччен Упнер тăрăхĕнче шанчăклă çын тупайманни пире чылай вăхăт ура хурса пычĕ. Халĕ тата çулталăка яхăн Иртеменкассинче почтальон çук.

Эпир коллективри кашни çыннăн ĕç условийĕсене лайăхлатассине, вĕсен ĕç укçине хăпартассине тĕпе хуратпăр. Коллективра тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене те манмастпăр, вĕсемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр, пурлăх тĕлĕшĕнчен те хавхалантаратпăр.

– Ветерансене хисеплени-чыслани, вĕсенчен вĕренни, паллах, лайăх. Ĕмĕрĕпе почта çыхăнăвĕнче чуна парса ĕçленисем сахал мар пуль;

– Çапла, хăйсен пурнăçне почтăна халалланисем чылайăн. Акă, пирĕн патра вунпилĕк çултан кая мар тимлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене – пурĕ 78 çынна – Раççей почтин кунĕ ячĕпе укçан хавхалантартăмăр. Сăмахран, Анна Никандровна Петрова 43 çул, Нина Гавриловна Ильина – 38, Ираида Васильевна Трякова – 37, Тамара Ивановна Иванова – 35, Валентина Ивановна Пискуновапа Маргарита Ильинична Антонова – 34-шар, Галина Кирилловна Новиковапа Галина Петровна Седых – 33-шер, Мария Трофимовна Михайловапа Зинаида Андреевна Скворцова – 32-шер, Юлия Федоровна Казанкова – 30, Нина Ивановна Потемкина 29 çул почта çыхăнăвĕнче вăй хурса ырă ят çĕнсе илнĕ. Вуншар çул ĕçленисене пурне те ятран каласа пĕтереймĕн, вĕсем мана ан кÿренччĕр.

Пурне те – почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене тата ветеранĕсене – хамăрăн профессиллĕ уявпа чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçулăх, тăнăçлăх, телей сунатăп.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июля 2009
00:00
Поделиться
;