Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паттăрсен ячĕсем манăçа тухмаççĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни киле, çемьене çухатупа çĕр йăтайми хуйхă илсе килнĕ тесен те йăнăш мар. Вăйпитти, патвар арçынсем тыр-пул ÿстерес, заводсенче вăй хурас вырăнне юнлă çапăçу хирĕсенче «тăкăннă», тылра юлнă ачасемпе хĕрарăмсем, ватăсем те йывăр ĕçе кÿлĕннĕрен, выçăллă-тутăллă пурăннăран чир-чĕрпе аптăранă, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Çав вăхăтри салтаксем, тыл ĕçченĕсем паянхи мирлĕ пурнăçшăн хăйсене шеллемесĕр талпăнни нихăçан та манăçа тухмĕ, яланах пирĕн асра тата чĕрере пулĕ.

Пирĕн ентешсем те тĕрлĕ вырăнти хĕрÿ çапăçусене хутшăннă, тăшман хĕç-пăшалĕ вĕлернисенчен нумайăшĕн вилтăприйĕ ăçта пулнине те тĕрĕс пĕлместпĕр. Акă, Ярмушкара пурăннă Кирилл Николаевич Лаврова вăрçăн малтанхи кунĕсенчех хĕç-пăшăл вут-хĕмĕ айне кĕме тивнĕ. Вĕсем килтен виçĕ пĕртăван – Мирон, Митрофан тата Кирилл – çывăх çыннисемпе сыв пуллашса вăрçа тухса кайнă. Иккĕшĕн тăван тăрăха каялла таврăнса çитме телей пулнă, анчах шăпах Кирила шăпа юнпа шăварăннă ют çĕр çинче выртса юлма пÿрнĕ. К.Лавров уйрăм огнеметнăй ротăра çапăçнă, Тăван çĕршывăн анлă уйĕсене, капмар хулисене тăшман аллине парас мар тесе, тăван халăхăн ирĕклĕхĕшĕн пурнăçне шеллемен. Çапла виçĕ хĕрпĕрчин ашшĕ (килте унăн Лиза, Галя, Маня хĕрĕсем юлнă) 1942 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Смоленск облаçĕн Извольск районĕнчи Крапивка ялĕ патĕнчи хаяр çапăçуран чĕрĕ тухайман. Унпа пĕрлех ку тăрăхра Калинино райвоенкоматĕнчен вăрçа тухса кайнă Н.Е.Ефремов (Пуканкасси), А.И.Шурбов (Малти Кăкшăм), Ф.Е.Егоров (Юнтапа), Н.А.Хурасев (Айкăш) ентешсем те пуçĕсене хуни паллă. Документсенче вĕсене Крапивка ялĕ çывăхĕнче (Ф.Егорова – Березки ялĕ айăккинче) тăванла масар çинче пытарнă тесе çырнă.

Халĕ Мускавра К. Лавров паттăр салтакăн мăнукĕ – Николай Александрович Дютин – пурăнать. Коля мĕн ачаранпах хăйĕн кукашшĕн вилтăприне шыраса тупас, ун умĕнче пуç таяс ĕмĕт пуррине никамран та пытарман. Каярахпа, чылай çÿреме тивнĕ пулин те, хăйĕн таса ĕмĕтне пурпĕрех пурнăçа кĕртнĕ. Ултă хутчен кайса килнĕ Николай çав вырăнсене – кукашшĕн вилтăприне тупнă. Вăл хальхи Калуга облаçĕнчи Извольск сали çывăхĕнчи тăванла масар çинче канăç тупнине палăртнă. Мăнукĕ ăна тата çÿлерех асăннă ентешсене сума сăвас, асăнас тĕллевпе вĕсен ячĕсене (5 хушамат) çыртарса палăк лартса хăварнă. Николай Дютин ытти салтаксемпе пĕрле кукашшĕ выртакан вилтăпри çинчи çĕре тăван тăрăха илсе килнĕ, Ярмушкари масар çинче унăн мăшăрĕ Степанида Львовна Лаврова çумĕнче пытарнă. Çапла мăнукĕ нихăçан та курман, ăшшăн калаçма тÿр килмен кукашшĕне паянхи мирлĕ пурнăçшăн тав туса унăн вилтăприйĕ умĕнче пуç тайни – ырă тĕслĕх. Çамрăк ăру çĕнтерÿçĕ-ăрăва чунтан хисепленине, вăрçăран таврăнайман паттăрсен ячĕсене нихăçан та манăçа кăларманнине çирĕплетрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июля 2009
00:00
Поделиться
;