Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чун Чăваш енех туртать

Аякри Севастполь хулинче пурăнатăп пулин те чун тăван республикăналлах, тăван ялах туртать. Кăçал Вăрнара эпĕ Çимĕк тĕлне кайса килтĕм. Утă çулса, çăмах яшки çисе, сĕт ĕçсе, чăваш мунчи кĕрсе килентĕм, тăвансемпе курса калаçрăм, яланхиллех шурă Шупашкара çитсе куртăм.

Малтанах Кÿстÿмĕрти шкул музейне çитрĕм. Кунта «Артек» кану лагерĕнчен илсе килнĕ пионерсен галстукне парнелерĕм. Шупашкарта чăваш наци музейĕнче пулни çав тери кăмăла кайрĕ. Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль йĕркипе пынă пĕтĕм киносене çитсе куртăм, артистсемпе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Мана фествиалĕн Хисеп грамотипе те чысларĕç.

Шупашкарти художество музейĕнче Зиновья Душкован Хĕвел тухăç çĕршывĕсене илсе çитерекен сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрăм.

Эпĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса курнă, анчах Чăваш енрен çывăхраххи çук. Сире те хăвăр çуралнă вырăнсене юратма, яланах чĕрере упрама сунатăп.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 июля 2009
00:00
Поделиться
;