Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йĕркелĕхшĕн тăрăшса

Иртнĕ эрнере шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн коллективĕ йĕркелĕхе тата обществăлла хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе, граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлессипе кăçалхи çур çулта пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Оперативлă канашлăва шалти ĕçсен пайĕн тĕп кураторĕ милици подполковникĕ М.Семенов тата Вăрнар район прокурорĕн заместителĕ А.Владимиров та хутшăннă.

Кăçалхи январь–июнь уйăхĕсенче районти йĕрке хуралçисем çулталăк пуçламăшĕнче хăйсем умне лартнă задачăсене мĕнле шайра пурнăçланипе, паянхи оперативлă лару-тăрупа шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыраканĕ Д.Фирсов туллин паллаштарнă. Йĕркелĕх хуралĕнче тăракансем граждансен кашни пĕлтерĕвне, заявленине тишкерсе вĕсемпе ĕçленĕрен, преступлени вырăнне васкавлă çитсе шырав ĕçĕсене вăхăтра ирттернĕрен, профилактикăна пысăк тимлĕх уйăрнăран ĕçри чылай кăтартăва чакма памасăр лайăхлатса пыма май килнĕ, анчах хăш-пĕр енĕпе ĕçлесе çитермелли, мерăсене вăйлатмалли пур-ха – çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать çур çулхи цифрăсене пăхса тухнă май. Ку тапхăрта, акă, поселокра тата ялсенче пулса иртнĕ 234 преступление регистрациленĕ (пĕлтĕрхинчен 6,4 процент нумайрах). Пĕтĕмĕшле илсен те, уйрăммăн криминаллă милици тата обществăлла хăрушсăрлăх милици енĕпе те киревсĕр ĕçсене уçса парса айăплисене явап тыттарассипе çине тăрса тимлени яр уççăн курăнать. Сăмахран, çын вĕлернĕ, сывлăха йывăр тата вăтам сиен кÿнĕ, хĕн кăтартнă, вăрă-хурахла çаратнă тĕслĕхсене пурне те хăвăрт уçса парса ĕçсене суда янă, кунсăр пуçне ытти ушкăнсене кĕрекен преступленисене тунисене те чылайăшне çийĕнчех шыраса тупнă.

Обществăлла вырăнсенче, çав шутра урамсенче пулакан киревсĕр ĕçсене асăрхаттарасси те (кăçал кунашкаллисем сахалрах çырăннă) милици сотрудникĕсен пĕрремĕшле тивĕçĕсенчен пĕри, мĕншĕн тесен граждансем кану вăхăтне кăмăллă ирттересси, хăйсене пур çĕрте те хÿтлĕхре туясси нумай чухне вĕсенчен килет.

Пурлăха çаратакан, транспорт хатĕрĕсене хăваласа тарма хăтланакансене сĕмсĕррĕн алхасма парас мар тесе шалти ĕçсен пайĕн виçĕ-тăватă «Шырав» ушкăнĕ каçсерен ĕçе тухать, вĕсем 6 уйăхра 20 преступника вырăнта тытса чарнă, 17 преступление уçса пама пултарнă. Йĕрке хуралçисем криминогенлă лару-тăру ăнăçсăр, ют пурлăха çаратнă тĕслĕхсем нумайрах пулакан вырăнсене сăнаса тăма тăрăшаççĕ, каçхи вăхăтра фермăсенче, машинăпа трактор паркĕсенче, пурлăх упранакан ытти объектсенче, культура учрежденийĕсенче тĕрĕслевсем ирттереççĕ.

Пăшăрхантаракан кăтартусене илес пулсан, чи малтанах ку – уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ чакманни. Ют пурлăха вăрланă, ултавпа уса курса тунă преступленисем, хулиганла ĕçсем, пĕр-пĕр должноçпе усă курса пурлăх çаратнисем те пĕлтĕрхинчен нумайрах. Ку енĕпе профилактика каçсере мероприятийĕсене çĕнĕлĕхсем кĕртсе анлăлатмаллине, асăрхаттару чи витĕмлĕ мел пулмаллине палăртнă Д.Фирсов.

Канашлура шалти ĕçсен пайĕн уйрăмĕсен пуçлăхĕсем хăйсем ертсе пыракан ушкăнсен ĕç-хĕлне тишкернине те итленĕ, милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем хăйсене йĕркелĕхе тытса тăма шаннă вырăнсенчи лару-тăру пирки тухса каланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 июля 2009
00:00
Поделиться
;