Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей призерĕ

Пирĕн ентеш, халĕ Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин спорт хатĕрленĕвĕн Центрĕнче ăсталăха туптакан Вячеслав Ластухин йывăр атлетика енĕпе Раççей первенствинчен кĕмĕл медальпе таврăннă. Вăл июлĕн 7–12-мĕшĕсенче Курск хулинче иртнĕ.

23 çулчченхи çамрăксем хушшинче иртнĕ турнирта хăйĕн виçе категорийĕнче В.Ластухин çакнашкал результатсем кăтартнă: штангăна рывокра 145 кг, тĕксе 177 кг çĕкленĕ. Ăна Европа первенствине хутшăнма Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышне илнĕ. Йывăр атлетикăри пуçламăш утăмсене каччă Юрий Павлович Агилов тренер патĕнче туптанă.

Çĕршыв первенствинче Чăваш еншĕн çавăн пекех пĕртăван Дениспа Вадим Андриановсем те тупăшнă. Вĕсем улттăмĕш тата тăваттăмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 июля 2009
00:00
Поделиться
;