Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спартакиадăран – икĕ кĕмĕлпе

Спартакиадăран – икĕ кĕмĕлпе

Республикăри ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх тата федераллă ведомствăсен территорири органĕсен представителĕсене пĕрлештерекен Спартакиада саккăрмĕш хут иртрĕ. Кăçал ăна Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ялĕ çывăхĕнче йĕркелерĕç.

Иртнĕ çулсене аса илес пулсан, Вăрнар район администрацийĕн командин ку ăмăртусенче çĕнсе илнĕ медальсемпе грамотăсем сахал мар. Мини-футбол Кубокĕ икĕ çул харăс вĕсен аллинче пулчĕ. Вăрнарсем кăçал та уншăн хĕрÿ тупăшрĕç.

Финалта тăватă команда вылярĕ, малтанхи вăйăра пирĕн команда Вăрмар район администрацийĕн командипе тĕл пулчĕ, очкосен шучĕпе пĕрремĕш вырăншăн выляма тивĕçрĕ. Шел, Шупашкар хула администрацийĕн командине 1:2 шутпа выляса ячĕ, Спартакиадăн кĕмĕл призерĕ пулса тăчĕ.

Хутăш эстафетăра – винтовкăран перессипе, çуран тата велосипедпа чупассипе – темиçе çеккунт çухатса вăрнарсем çирĕм ытла команда хушшинче улттăмĕш вырăн йышăнчĕç. Канат туртассипе – иккĕмĕш вырăн.

Сывă пурнăç йĕркине аталантарассипе ырă тĕслĕх кăтартакансене Чăваш Республикин юстици министрĕ Валерий Петров, Президент Администрацийĕн ертÿçин заместителĕ–администраци ĕçĕсене йĕркелесе пыраканĕ Юрий Исаев, физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн заместителĕ Алексей Яковлев, ытти министерство представителĕсем саламласа чысларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 июля 2009
00:00
Поделиться
;