Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тавралла хăтлă пулсан канма та аван

В. Коломенскаян район хаçачĕн июнĕн 6-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ çырăвĕ тăрăх район прокуратури тĕрĕслев ирттерчĕ. Унта вăл çуртсем çывăхĕнчи территорие тирпей-илем кĕртессипе поселок администрацийĕ тивĕçлĕ мерăсем йышăнманни пирки çырнăччĕ. Чăнах та, тĕрĕслев вăхăтĕнче çутçанталăка хÿтĕлессипе çыхăннă саккунсене пăснă тĕслĕхсем тупăнчĕç.

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 42-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, кашни çыннăн таса та тирпейлĕ, хăтлă тавралăхра пурăнма право пур. «Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» саккунра поселени территорине хăтлăх кĕртесси, симĕслентересси поселенисен вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем шутне кĕрет тесе палăртнă.

Вырăнта ирттернĕ тĕрĕслевре çакнашкал ÿкерчĕк куç умне тухса тăчĕ: Карл Маркс урамĕнчи 8-мĕш тата Советски урамĕнчи 13-мĕш çуртсем хушшинчи территорире ача-пăча площадкине тата кану вырăнне сиенлетнĕ, урнăсемпе саксене те çĕмĕрсе пĕтернĕ. Çавăн пекех çунă япаласене типĕтмелли вырăн тавралла тытнă картана та аркатнă, йывăçсемпе тĕмĕсене касса тирпейлемен. Çак çуртсем çывăхĕнчи çулсене, бордюрсене юсаман.

Поселокри Советски урамĕнчи 23-мĕш, Ленин урамĕнчи 49-мĕш, Севернăй тăкăрлăкри 2,3,4-мĕш тата ытти çуртсем çывăхĕнчи территорисене пăхса тухнă май та çакнашкал çитменлĕхсемех палăрчĕç. Вĕсем Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕ енчен поселокра санитарипе экологи лару-тăрăвĕ тĕлĕшпе, тирпейпе хăтлăха тивĕçтерессипе тĕрĕслев çуккине çирĕплетет.

Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕ тата ку çуртсене пăхса тăракан организаци – «Инновациллĕ технологисем» тулли мар яваплă общество – нимĕнле мерăсем те йышăнманни граждансен конституциллĕ прависене пăсать. Кунсăр пуçне поселени администрацийĕпе «Инновациллĕ технологисем» общество çынсем валли пĕрмаях пурăнакан вырăнта йĕркеллĕ канма, йăла культурине ÿстерме лайăх условисем туса памаççĕ.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх прокуратура саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушса Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ тата «Инновациллĕ технологисем» общество директорĕ ячĕпе представленисем тăратнă, çавăн пекех район пуçлăхне те пĕлтернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 июля 2009
00:00
Поделиться
;