Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял 330 çул тултарнине уявланă

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Питрав кунĕ умĕн Хурăнсур Çармăсра ял кунне паллă тăваççĕ. Кăçал уяв уйрăмах чаплă иртнĕ, мĕншĕн тесен ăна ял пуçланса кайнăранпа 330 çул çитнине халалланă, хăнана район çыннисене, кунта çуралса ÿссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă ентешĕсене чĕннĕ.

Çак сумлă кун хурăнсур-çармăссене район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин саламланă, ку ялта пурăнакансем яланах ĕçченлĕхпе, тăван тăрăха чунтан юратнипе уйрăлса тăнине палăртнă. Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Василий Львов та салам сăмахĕсемпе пĕрлех ял çыннисене ырлăх-сывлăх суннă.

Асăнса хăвармалла, Хурăнсур Çармăс темиçе ĕмĕр хушшинче палăрмалла ÿссе, илемленсе пырса аталаннă. Архив хучĕсем тăрăх, 1795 çулта ялта 29 кил шутланнă, 1907-мĕшĕнче – 118, 2009 çулта – 281 хуçалăх. Халĕ кунта клуб, модельлĕ библиотека, лавккасем ĕçлеççĕ, газ çитернĕ, тĕп çулсене асфальт сарнă. Ял çыннисен ытларах пайĕ вырăнти «Хорнзор» хуçалăхра вăй хурать. Хурăнсур Çармăс – 1996 çулта Грозный хулинче çапăçура пуçне хунă паттăр салтакăн, Раççей Геройĕн Федор Васильевич Кузьминăн – тăван ялĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр юлташĕсене вилĕмрен çăлса хăварнă.

Ял кунне халалланă уяв программипе иртнĕ спорт ăмăртăвĕсем, шÿтлĕ конкурссем, концертсем никама та аякра хăварман, тутлă шашлăк шăрши те хăй патне илĕртнĕ. Ялти чи аслă çынсенчен пĕри, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Николай Иванович Иванов, Владимр Кузьмин писатель сцена çине тухса ырă сăмахсем каланине те пурте кăмăллăн йышăннă. Аякри Тюмень облаçĕнчи чăвашсен, хамăр районти Ярмушкари культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташă саламĕсемпе килсе çитнĕ, уява пухăннă халăха савăнăçлă кăмăл-туйăм парнеленĕ.

Спорт тупăшăвĕсене ачасем те, аслисем те сатур хутшăннă. Сăмах май, ку ялта спорт ăмăртăвĕсем тăтăшах иртеççĕ, сывă пурнăç йĕркине май килнĕ таран сарма тăрăшаççĕ. Праçникре, акă, 1000 метр чупса хĕрсем хушшинче Алина Сергеева (Ярмушка ял поселенийĕ), Вита Шашкова (Хурăнсур Çармăс), Анна Григорьева (ял хуçалăх техникумĕ); арçынсем хушшинче Сергей Политов, Мефодий Павлов, Василий Иванов çĕнтернĕ. 30 çултан иртнĕ хĕрарăмсен ушкăнĕнче 1–3-мĕш вырăнсене Надежда Андреева (Хурăнсур Çармăс), Людмила Сорокина (Ярмушка), Рена Молостова (Ярмушка ял поселенийĕ); 40 çултан аслăрах арçынсенчен Александр Созонов (ял хуçалăх техникумĕ), Владимир Кочанов (Хурăнсур Çармăс) пайланă. Тăршшĕне сикессипе Игорь Шашков, Владимир Кузьмин, Евгений Гаврилов, Вита Шашкова (Хурăнсур Çармăс), Анна Григорьева (ял хуçалăх техникумĕ) палăрнă. Волейбол вăййинче вара ветерансен команди çамрăксене 2:1 шутпа парăнтарнă, футбол уйĕнче шупашкарсен команди, çăмăллăн мар пулин те, вăйă хуçисенчен выляса илнĕ. «Атте, анне, эпĕ – спортпа туслă çемье» эстафетăра Натальяпа Николай Ивановсен çемйине çитекенни пулман.

Каçхине хурăнсур-çармăссене чăваш эстрада артисчĕсем Сергей Павлов, Валентина Кузнецова, Алексей Московский, Петр Романов хăйсен юррисене шăрантарса саламланă. Уяв илемлĕ салютпа вĕçленнĕ.

Каласа хăвармалла, ял кунĕ «Хорнзор» хуçалăх ертÿçи Федор Кузьмин тата ял клубĕн директорĕ Михаил Кузьмин пуçарнипе, йĕркелесе пынипе пысăк шайра иртнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 июля 2009
00:00
Поделиться
;